АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тава тивĕçлĕ экономист

22 ноября 2008 г.

Фаина Федоровна Васюкова – вырăс хĕрарăмĕ. Вăл хамăрпа кÿршĕллĕ Чул хула облаçĕнчи Сергач хулинче çуралнă. Хĕр пĕрчи икĕ çулта чухне ашшĕпе амăшĕ Чăваш енри çамрăк хулана – Çĕмĕрлене куçса килнĕ. Кил хуçи хальхи автофургон заводĕнче ĕçлеме пуçланă, мăшăрĕ столовăйне вырнаçнă.

– Шкулта вĕреннĕ çулсенчех шут ĕçне килĕштереттĕм, – аса илчĕ иртнине Фаина Федоровна. – Çичĕ класс пĕтерсен Шупашкарти коопераци техникумне кĕме экзаменсем патăм. Йышăнчĕç вĕренме. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи кĕрлетчĕ. Çиме çăкăр çитместчĕ, тумланма тумтир тивĕçместчĕ. Çапах пĕлÿ илме тăрăшаттăмăр. Çĕрĕ-çĕрĕпе кĕнеке вулаттăмăр эпир, çамрăксем. 1947 çулта алла диплом илтĕм. Направленипе Хĕрлĕ Чутай районне ĕçлеме ячĕç.

Унтанпа 61 çул иртрĕ. Утмăл çул ытла вăл Хĕрлĕ Чутайра пурăнать. Мăшăрĕ, Гертруд Семенович, чĕрĕк ĕмĕр ытла çамрăк ăрăва пĕлÿ парас тĕлĕшпе тăрăшрĕ. Темиçе çул каялла вăл пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Халĕ Фаина Федоровна пĕчченех пурăнать. Сакăр вунă çул тултаракан ватă тесе калама çук ăна. Урасем утнă чух çÿрес пулать тет те Хĕрлĕ Чутайăн Çĕнĕ центрнех çитсе çаврăнать. Лавккасене кĕрсе тухать, апат-çимĕç туянать. Палла тăрана тĕл пулсан сăмах хушмасăр иртмест. Хăй пĕлни-курнине ыттисене пĕлтерет, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлет. Шăкăл-шăкăл калаçса чуна уçни япăх-и;

– Мана ун чухнехи райпо председателĕ Андрей Иванович Шулаев ĕçе йышăнчĕ, – калаçăвне малалла тăсрĕ Фаина Федоровна. – Тÿрех экономиста лартрĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ятарлă пĕлÿ илнĕ кооператорсем сахалччĕ çав. Халăх та чухăн пурăнатчĕ. Çавна май ĕç çыннисен ыйтăвĕсене, вĕсен тупăшне шута илсе тухаттăм, тишкереттĕм, тавар сутмалли плансем туса хатĕрлеттĕм, хакĕсене палăртаттăм, заданисене лавккасене çитереттĕм. Тĕрĕссипе, малтанхи кунсенчех ĕçе пуçĕпех кÿлĕнтĕм.

Райпо председателĕ нумай пĕлекен, ăслă-тăнлă специалист валли ĕç тупсах тăнă. Экономист районти потребкоопераци тытăмĕнчи чи кирлĕ çын пулса тăнă. Вăл ялсенчи лавккасене те тухса çÿренĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă. Тавар сутмалли тăвăр, хĕсĕк çуртсем халĕ те унăн куçĕ умĕнчех-ха. Сутуçăсем растрата тăваççĕ тата... Лавккасене каçсерен вăрă-хурах тустарни сахал пулнă-и тата; Лăпкă чунпа пурăнма, ĕçлеме Турри панă-ха, анчах шуйттанĕ чарнă. Çапах çулсем иртнĕ май аталаннă, тĕрекленнĕ райпо. Коллектив та пысăкланнă, çĕнĕ магазинсен çурчĕсем çĕкленнĕ. Лавкка сентрисем умне вăтам пĕлÿ илнĕ продавецсем тăнă.

– Райпо коллективне Михаил Петрович Чикирин нумай çул ертсе пычĕ, – терĕ Фаина Федоровна. – Вăл ĕçленĕ тапхăрта пурлăхпа техника никĕсĕ палăрмаллах пуянланчĕ. Акă, çăкăр завочĕсем иккĕ тан ĕçлеме пуçларĕç. Хĕрлĕ Чутайра тата Çĕн Атикассинче куллен вăтăр тонна таран çăкăр-булка изделийĕсем туса кăларатчĕç. Ялсенче те типлă проектпа хăпарнă магазинсен алăкĕсем яриех уçăлчĕç. Район центрĕнче суту-илÿ çурчĕ ĕçе кайрĕ...

Ф.Васюкова ĕçленĕ çулсенче райпон 12-13 председателĕ улшăннă. Вăл пур ертÿçĕпе те пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Мĕншĕн тесен хăйĕн тивĕçĕсене яланах тÿрĕ кăмăлпа, тăрăшса пурнăçласа пынă. Хăш чухне сакăр сехетлĕ ĕç кунĕнче мĕн тумаллине туса ĕлкĕреймен. Çавна май каçсерен те чылайччен ларма тивнĕ, кирлĕ документсене хатĕрлесе çитермесĕр лăпланман. Фаина Федоровнана райпо ертÿçисем те, Чăвашпотребсоюз пуçлăхĕсем те асăрханă, ăна план пайĕн начальникĕ пулма çирĕплетнĕ. Суту-илÿ ĕçченĕсем те хисепленĕ. Вăл Роспотребсоюзăн VII съезчĕн тата Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен III съезчĕн делегачĕ пулнă.

Ф.Васюкова Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕ вырнаçнă çурт хыçĕнчи икĕ хутлă çуртра пурăнать. Ĕлĕкрех ăна учительсен çурчĕ тетчĕç. Мана ăшшăн кĕтсе илчĕ, хăйĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. «Совет потребкооперацийĕн отличникĕ» паллăна, Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа панă юбилей медальне сĕтел çине кăларса хучĕ. Кунтах – чылай Хисеп грамотисем.

– Мана тÿрĕ кăмăлпа лайăх ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ» ята пачĕç, – пĕлтерчĕ вăл. – Хушамата Чăвашпотребсоюзăн Хисеп кĕнекине кĕртрĕç. Эпĕ çавăн пекех Чăваш Республикинчи потребкоопераци ветеранĕ те. 1986 çулта тивĕçлĕ канăва тухрăм. Гертруд Семенович пурăннă чухне сад-пахчара хытă ĕçлеттĕмĕр. Улмуççисем, тĕрлĕ çырла лартса чĕртрĕмĕр. Пахча çимĕç, çĕр улми çулленех нумай туса илеттĕмĕр... Пĕччен ĕç ăнса пымасть, ĕлĕкхи хастарлăх та чаксах пырать ĕнтĕ.

Ырă та ăшă кăмăллă çынпа калаçса ларнипе вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Сыв пуллашса уйрăлсан шухăша путрăм. Çĕнетсе илемлетнĕ магазинсен, «Хурăн» ресторан умĕпе утса иртрĕм. Ара, çаксене туса лартас ĕçе Фаина Федоровна тÿрремĕнех хутшăннă-çке. Вăл алла мастерок тытса кирпĕч хуман, пăта та çапман ĕнтĕ. Анчах райпо ертÿçисемпе пĕрле кашни ĕçе тума мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тухса каяссине, мĕн чухлĕ вăхăт кирлине тата ыттине те малтанах шутласа палăртнă. Рабочисене ĕç укçипе тивĕçтерессине те палăртса хунă. Çапла вăл экономист ĕçĕ, шухăшламалли, тишкермелли, цифрăсене вылятмалли тупăнсах пырать.

Ноябрĕн 23-мĕшĕнче Васюкова хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çуралнă кун ячĕпе, Фаина Федоровна!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика