26 ноября 2008 г.
Пурнăç урапи ним сисĕнмесĕр шăвать те шăвать. Ĕнер çеç ¬– пепке, паян – шуралнă çÿçлĕ пенсионер. Çын сисмест те. Çыннăн темле пулсан та пурăнса ирттернĕ кун-çулта аса илмелли нумай. Çак кунсенче 60 çул тултарнă Василий Ефимович Романовăн та.
Вăл шкула çÿреме пуçличченех алла баян тытнă, вулама-çырма пĕлмен, баян тÿммисене тĕрĕс пусса тĕрлĕ кĕвĕ çуратнă. Мария Захаровна Борисова учительница ăна питĕ юратнă, хутла вĕрентнисĕр пуçне кирек мĕнле ĕçе те юратса тума хăнăхтарнă.
Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула çÿреме тытăнсан ăна Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Валериан Иванович Элеменкин хăй ертсе пыракан хор ĕçне кÿлнĕ. Вася çĕр ытла шкул ачине явăçтарнă хор аккомпаниаторĕ пулнă, вуншар концерта хутшăннă, Шупашкарта, Чул хулара хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ.
Алла аттестат илсен, çамрăкăн ăçта вĕренме каясси паллă пулнă, вăл 1966 çулта çăмăллăнах Шупашкарти педагогика институчĕн музыка факультетне кĕнĕ. Тепĕр тăватă çултан аслă пĕлÿ илнĕ специалист Мурманск облаçĕнчи Каргополь хулинчи педагогика училищинче преподавательте ĕçлеме тытăннă. Хăйне институтра вĕрентнĕ Иван Трифонович Шестриков пулăшнине аса илсе педучилищĕри студентсене музыка тĕнчипе паллаштарма пуçланă. Анчах та çулталăкран çамрăк преподавателе çара илнĕ. Пултаруллă каччă 1971-1972 çулсенче Шалти ĕçсен министерствин юрăпа ташă ансамблĕнче баянист пулнă.
Çартан Василий Ефимович тăван яла таврăнать. Илемлĕ вырăнсем, вăрман, Сăр шывĕ, тăван тавралăх çуралнă енех таврăнма хистеççĕ, аякка телей шырама ямаççĕ. Ĕç те часах тупăнать, ăна ачасен музыка шкулĕн директорĕн тивĕçне шанаççĕ. Миçе ачана баянпа выляма хăнăхтарман-ши; Шучĕ те çук. Чи пултаруллисенчен пĕри – тĕрлĕ конкурссен лауреачĕ Александр Геннадьевич Возяков.
1987 çултан Василий Ефимович «Хĕвел» ача садĕнче пĕчĕк шăпăрлансемпе ĕçлеме тытăнать, музыка ертÿçи пулса тăрăшать. Кунта тимленĕ хушăра «Халăха вĕрентес ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçет. Çав вăхăтрах вăл культурăпа кану центрĕнчи ветерансен халăх хорĕн концертмейстерĕ. Концерт хыççăн концерт, ялта е хулара – чутайсем илемлĕ юрă шăрантараççĕ. Чуна тыткăнлакан кĕвĕсемпе илĕртекенĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Василий Ефимович Романов. Çак хисеплĕ ята нумай çул халăхшăн тăрăшакан пултаруллă музыкант чăннипех тивĕçлĕ.
Пĕр-ик сăмах унăн çемйи пирки те каласа хăварас килет. Юрра-ташша юратниех мăшăрсене пĕрлештернĕ. Нина Ивановна – Чутай хĕрĕ. Халĕ вăл районти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра тимлет. Вĕсем Василий Ефимовичпа икĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Асли, Эдик, тĕрĕсрех ăна Эдуард Васильевич Романов тесен пурте пĕлеççĕ, аслă категориллĕ учитель, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта тăрăшать. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе пĕрле хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Сăмах май, Эдуард ашшĕ пекех баянпа вылять, пур ĕçе те тĕплĕн тăвать. Шкул ачисем ăна питĕ хисеплеççĕ. Çулсерен унăн вĕренекенĕсем республика шайĕнче иртекен çамрăк армеецсен спортпа çар вăййисене хутшăнса район чысне хÿтĕлеççĕ, малти вырăнсемпе савăнтараççĕ. Романовсен кĕçĕн ывăлĕ Игорь ятлă.
Хăйĕн ĕмĕрне юрă-кĕвĕпе çыхăнтарнă Василий Ефимович ял-йыш хисепне ĕçĕпе çĕнсе илнĕ. Ахальтен мар ăна хисеплĕ ятсене панă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та музыкант хăйĕн пултарулăхĕпе район çыннисене савăнтарасса шансах тăратпăр.