29 ноября 2008 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе 1998 çултан пуçласа кашни çул ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Амăшĕн кунне паллă тăваççĕ. Тĕллевĕ унăн питĕ пархатарлă – амăшĕсен социаллă пурнăçри пĕлтерĕшне çĕклесси, вĕсене пур енлĕн пулăшасси. Анне – çемьене упраканĕ, ачисен хушшинчи килĕшÿлĕхе тытса тăраканĕ, тăван-хурăнташпа çыхăнтараканĕ. Мĕн кăна тиенмест пулĕ черчен хул пуççийĕ çине. Вăрçă асапне тÿснĕ, мăшăрне е ачисене çапăçу хирĕнчен кĕтсе илеймен, тылра кану мĕнне пĕлмесĕр ĕçленĕ, сак тулли ачине пĕчченех ура çине тăратнă хĕрарăмсен паттăрлăхне нихăçан та манаймăн. Ачисемшĕн тăрăшассине тĕп вырăна хуракан хĕрарăмсем кăмăлне хытарса чăтаççĕ, малаллах талпăнаççĕ, çĕнтереççĕ.
Анне... Мĕнле сăмах вăл, кам шухăшласа кăларнă ăна; Тăватă сас паллирен кăна тăрать çак сăмах. Анчах та кашни çыншăн мĕнле хаклă. Пĕчĕк ачасен те пирвайхи сăмахĕ – анне. Мĕн тери савăнаççĕ вĕсем çак сăмаха калама вĕренсен. Сăмахĕ кăна мар, хăй те питĕ хаклă. Унпа эпир яланах телейлĕ. Чухăн пулсан та çумра вăл пултăр, вара эсĕ çĕр çинче чи телейли, чи пуянни.
Анне пире темле уйрăм туйăмпа юратать, йывăр вăхăтра тĕрлĕ канашсем парать, йывăрлăхран хăтарать. Вăл çумра чухне кĕрхи тĕттĕм каç та çутă пек туйăнать, унпа эпир ниçта та хăрамастпăр. Çывăх çыннăмăр пире Тăван çĕршыва юратма, çынсемпе ырă пулма вĕрентет. Çамрăккипе те, ваттипе те сăпайлă пулма хистет. Вăл пире темле пулсан та Тăван çĕршыва юрăхлă çын тума тăрăшать. Эпир пĕр-пĕр кирлĕ мар ĕç тусассăн – мĕнле асапланать, мĕнле çунать унăн чĕри. Çавăнпа та пулĕ аннесен çÿçĕ часах кăвакарать. Кам айăплă-ха çакăншăн; Паллах, эпир. Ун çинчен шухăшлама пĕлмесĕр шкулта алхасса, вĕренмесĕр çÿретпĕр, хăш чухне ун сăмахне те итлеместпĕр. Çакăншăн хурланмасть-им анне; Хурланать, питĕ хурланать вăл. Пире çилленет, анчах та çакна кăтартмасть, пирĕнпе çаплах çепĕççĕн, ачашшăн калаçать.
Атьăр-ха, ачасем, пурте хамăрăн аннесене хисеплеме, юратма вĕренер. Тен, çавăн хыççăн вĕсем час ватăлмĕç, пире ăшă кулă парнелесе ытларах пурăнĕç.
Атнар шкулĕнчи 9 «А» класра вĕренекенсен аннесене халалланă класс сехечĕ иртрĕ. Ăна Л.А.Ешмейкина класс ертÿçи йĕркелесе пычĕ. Анне çинчен питĕ нумай калаçрĕç. Ачасем амăшĕсем çинчен сочиненисем те çырса килнĕ. Акă сочиненири йĕркесем:
«Аннене юратмалла, хисеплемелле, упрамалла».
«Анне маншăн – пурте!»
«Эпĕ ăна йывăр вăхăтра пулăшма тăрăшатăп».
«Анне – çĕр çинчи чи илемлĕ сăмах. Çынсемпе вăл яланах сăпайлă та кăмăллă калаçать. Аннен аллисем ылтăн».
«Манăн анне ырă чунлă, ĕçчен, ывăнма та пĕлмест».
«Хăçан-ши эсĕ канатăн, ытарайми хитре анне, ывăнми ĕçчен анне; ... Унăн аллисем минтер пек çемçе».
«Инкеке лекесрен упрать. Аннесене упрамалла, савăнтармалла, вĕсенчен хакли никам та çук».
«Вăл ырă, ăслă. Анне пире ырра кăна вĕрентет».
«Анне – манăн чи шанчăклă та çывăх юлташ. Йывăрлăхра вăл мана пулăшать. Анне пире нихăçан та сутмасть».
«Анне хăçан çывăрнине те пĕлместĕп. Эпĕ аннене питĕ хытă юрататăп».
«Тав сана, анне, çуратса ÿстернĕшĕн, ăс-тăн панăшăн».
«Аннене никампа та, нимĕнпе те улăштармастăп».
«Вăл пĕтĕм ĕçе тĕплĕн те лайăх тăвать. Çитĕнсе çитсен вăл панă юратăва каялла тавăрма сăмах паратăп».
«Пуç таятăп, ырлăх-сывлăх сунатăп пĕтĕм çĕр çинчи аннемĕрсене! Хисеп те тав пурне те».