29 ноября 2008 г.
Çурт-йĕр çĕклесси нихăçан та çăмăл пулман. Çак ыйту уйрăмах çамрăксемшĕн йывăр. Ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк мăшăрсем чылайăшĕ уйрăм çурт лартса пурăнма кăмăллаççĕ. «Раççей гражданĕсене – хăтлă çурт-йĕр» наци проекчĕ пурнăçа кĕнĕ хыççăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çумпрограммăпа чылай çамрăк çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарчĕ: 2008 çулта ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк çемьесем – Ачкассинчи Канцеляровсем, Сорăмри Судеркинсем (вĕсем никĕс çеç хывса хăварнă), Анат Чутайри Петровсем, Питĕркассинчи Фадеевсем, Тихăнушкăнчи Яковлевсем, Штанашри Сидоровсем çĕнĕ çурт çĕкленĕ. Хальлĕхе çамрăк çемьесем хăна-вĕрле пухса çĕнĕ пÿрт кĕрекине ларман-ха. Çакă савăнтарать, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çамрăксем ялтах тымар яраççĕ, ялта ĕçлесе пурăнса тăван тăрăх пуянлăхне ÿстереççĕ.
– Ялта ĕçлесе пурăнаканăн кĕсье тулли укçа таçта-ха. Юрать, наци проекчĕ вăхăтра тухрĕ, – теççĕ субсидие тивĕçнисем.