29 ноября 2008 г.
Грипп – анлă сарăлнă, ерекен чир. Вăл сывă çынна чирлинчен ерет. Грипп çăмăл чир тата унпа чирленĕ хыççăн нимех те пулмасть тесе шутлани пачах тĕрĕс мар. Çакна асра тытмалла: çăмăл чирленĕ чухне те организмăн чир-чĕртен хÿтĕленес вăйĕ чакать, çавăнпа та грипп хыççăн тĕрлĕ йывăр чирсемпе (ÿпке тата хăлха шыççисемпе, бронхитпа тата ыттисемпе) те чирлеме пулать.
Грипп чирлĕ çынтан ерет терĕмĕр. Чире пуçараканĕсем – грипп вирусĕсем. Вĕсем чирлĕ çыннăн сăмсинче, çăварĕнче пулаççĕ. Сунасланă, ÿсĕрнĕ тата калаçнă чухне сурчăкăн вĕтĕ тумламĕсемпе пĕрле вĕсем сывлăша сарăлаççĕ, унта темиçе сехет хушши тытăнса тăма пултараççĕ. Çав сывлăшпа сывласан, сывă çынсене грипп ерет. Кунсăр пуçне вирус лекнĕ япаласем (сăмса тутри, пит шăлли, савăт-сапа, вылямалли теттесем тата ытти те) урлă та, çавăн пекех чуп тунă, алă тытнă чухне те грипп ерме пултарать. Асăннă чире пур çĕрте те (клубра, магазинта, ача-пăча садĕнче, шкулта...) ертме пулать.
Грипп ытти ерекен чирсенчен уйрăлса тăрать, мĕншĕн тесен çакăн пек чирсемпе пĕрре аптăранă хыççăн организмра иммунитет (чире хирĕç кĕрешекен япала) пулса юлать. Грипп хыççăн иммунитет пулмасть, çак чирпе çын темиçе хутчен те аптăрама пултарать. Чир ăнсăртран пуçланать. Шăнтать, пилĕк, ал-ура, пуç ыратать, вăй пĕтет, пуç çаврăнать, температура час-часах 38-40 градуса çити хăпарать, апат анми пулать. Чирлĕ çынна сунас, ÿслĕк ерет, хăш-пĕр чухне куççуль юхать. Анчах тепĕр чухне çак чире çын cисмесĕрех ирттерсе ярать. Çемьере гриппа чирленĕ çын пулсан, ăна выртармалла, ытти çынсенчен уйăрмалла, унтан тухтăра чĕнмелле. Гриппа чирленĕ е çак чир палăракан çынсен больницăна е поликлиникăна, çавăн пекех кинона, магазинсене тата çынсем йышлă вырăнсене çÿреме пачах юрамасть. Çак йĕркесене пăхăнмасан, халăх хушшинче грипп вăйлă сарăлма пултарать. Чирлĕ çынна уйрăм пÿлĕме выртарсан лайăхрах. Ун пек тума май килмесен, вăл выртнă тĕле ширма кармалла. Сывă мар çын валли савăт-сапа, пит шăлли, вырăн таврашĕсем, сăмса тутри уйрăм пулмалла.
Чирлĕ çыннăн cавăтне, пит шăллине уйрăм çумалла, унччен малтан вĕретмелле. Пурăнакан вырăна, çав шутра чирлекен çын выртакан пÿлĕме те, уçăлтармалла. Урайне хлорамин шĕвекĕпе çумалла. Сунасланă е ÿсĕрнĕ чухне чирлĕ çыннăн çăварĕпе сăмсине сăмса тутрипе хупламалла.