АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КТ – ачасене

03 декабря 2008 г.

Чăваш Ен Культура министерстви пулăшнипе «Коммуналлă технологисем» ТЯО «Чăваш алфавичĕн» кăларăмне кун çути кăтартнă. Çакă – компанин «КТ – ачасене» социаллă çĕнĕ проекчĕн пирвайхи тапхăрĕ.

«Чăваш алфавичĕ» – патшалăхпа уйрăм харпăрлăх ĕçтешлĕхĕн культура анлăшĕнчи лайăх тĕслĕхĕ, министерствăпа «Коммуналлă технологисем» алла-аллăн тытăнса ĕçленин ырă кăтартăвĕ. Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, чăваш алфавитне çакнашкал мелпе юлашки 15 çулта кăларман. Ăна плакат евĕр хатĕрленĕ, алфавитри сас паллисемпе пĕрле ансат та ăнланмалла иллюстрацисем панă. Пĕр сăмахпа, дизайнерсемпе КТ пысăк ĕç тунă.

Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн ĕçченĕсемпе канашланă май унта хăш-пĕр улшăну, хушма иллюстрацисем кĕртме тивнĕ. Калăпăр, ÿкерчĕксене халăха çывăх тума тăрăшнă. Тĕслĕхрен, «Т» сас палли иллюстрацийĕ вырăнне малтан тÿме сĕннĕ, кайран вара ăна тухья ÿкерчĕкĕпе улăштарнă. Институт сотрудникĕсен шучĕпе, сас паллисемпе пĕрле панă ÿкерчĕксене ăнăçлă суйласа илнĕ, илемлĕ тунă. «Художник ача тĕнче курăмĕн уйрăмлăхĕсене ăнланни куç кĕрет», – тет институт директорĕ Валерий Григорьев.

Чăваш Ен Культура министерстви ырланă проект Пĕтĕм Раççейри «Кĕнекепе – Çĕнĕ çула» акцие хутшăнать. Акци тапхăрĕнче шкулсемпе библиотекăсенче, ача çурчĕсемпе училищĕсенче фестиваль мероприятийĕсем иртеççĕ, ачасене парнесен пуххисене параççĕ. Парнесен шутĕнче кĕнекесемпе пĕрле «Чăваш алфавичĕ» те пулĕ. «Коммуналлă технологисем» ТЯОн генеральнăй директорĕ Виктор Лучинкин палăртнă тăрăх, компани чăваш чĕлхине ачасен хушшинче анлăрах сарас, çитĕнекен ăрăва чăваш халăхĕн историйĕпе, культурине çывăхлатас тĕллевлĕ пирвайхи утăма турĕ. Кунашкал проектсем малашне те пулĕç.

Алфавита 15 пин экземпляр пичетлесе кăларнă. Эппин, вăл кашни библиотекăра, шкулта, ача садĕнче, ытти вĕренÿ заведенийĕнче пулĕ. Çавăн пекех унпа Пушкăрт Республикинче иртекен Чăваш литературин кунĕсенче те паллаштарма палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика