06 декабря 2008 г.
Кĕркуннехи призывпа республикăри 25 яш каччă Президент полкне лекме тивĕçрĕç. Элитлă полка районти виçĕ çамрăк тухса кайрĕ.
Ку таранччен районтан Раççей Президенчĕн полкне службăна каякансем пулнине илтмен. Кăçал чи маттур та хастар, юман пек çирĕп хул-çурăмлă каччăсем харăсах виççĕн Президент полкне лекме пултарнипе савăнатпăр. Ку район историйĕшĕн те паллă пулăм.
Çамрăксем пĕри-тепринчен илĕртÿллĕ: çара кайиччен пирус туртман, эрех-сăрапа аташман, спортпа туслă пулнă. Чиновниксен ачисем мар вĕсем. Ашшĕ-амăшĕсем пурин те ялта пурăнаççĕ, производствăра ĕçлеççĕ. Акă, Игорь Иванов Тури Çĕрпÿкасси ялĕнчен. Каччă шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти училищĕре вĕреннĕ. Спортпа туслă, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сăпайлă. Игорь йышлă çемьерен. Вăл – чи асли. Шăллĕсем 10, 11-мĕш классенче вĕренеççĕ. Пиччĕшне элитлă полка суйласа илнишĕн вĕсем хĕпĕртеççĕ, хăвăртрах шкул пĕтерсе салтак пăттине тутанас ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ, Алевтина Юрьевнапа Николай Петрович, ывăлĕн Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне РФ Президенчĕн полкĕнче пурнăçлама тÿр килнишĕн савăнаççĕ. Унта лекесси кашни çамрăкăн чи пысăк ĕмĕчĕ пулнине вĕсем ăнланаççĕ.
Дима Криков Кÿпеш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл кăçал çеç шкул пĕтернĕ. 18 çул тултарнă каччă хăй ирĕкĕпе çар ретне тăнă. Светлана Геннадьевнапа Юрий Константинович Криковсем вĕсен ывăлĕ элита полкне суйласа илнисенчен пĕри пулнишĕн хĕпĕртеççĕ.
Ольга Валерьевнапа Анатолий Фролович Огоньковсем Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнаççĕ. Вĕсем те аслă ывăлĕн, Владимирăн, çар службине Кремль полкĕнче ирттерме тÿр килнипе кăмăллă. Çара кайиччен каччă Етĕрнери 25-мĕш номерлĕ училищĕн районти филиалĕнче строителе вĕреннĕ.
Нумай пулмасть Криковсемпе Огоньковсен çемйисем Мускава, ывăлĕсем присяга тытнă çĕре, кайса килнĕ. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, хĕрлĕчутайсем пурте кавалери полкĕнче службăра тăраççĕ. Апла пулсан, салтак пурнăçне майĕпен хăнăхса пыраççĕ.
Мĕн чухлĕ чыс, хисеп РФ Президенчĕн полкне лекнĕ çамрăксене. Яваплăхĕ те пысăк паллах. Çак каччăсем службăра йĕркелĕхпе, тăрăшулăхпа палăрсан çартан чăн-чăн арçынсем пулса таврăнаççех. Малалла вĕренсе аслă пĕлÿ илес е пурнăçа çарпа çыхăнтарас тесен те вĕсен чылай çăмăллăх пулĕ.
Президент полкне лекнĕ çамрăксем çĕршыв, республика, район, атте-анне ятне çÿлте тытасса шанатпăр.