АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбкăллă водитель е хĕрарăмсене руль умне ларасси мĕншĕн илĕртет

06 декабря 2008 г.

Юбкăллă водитель е хĕрарăмсене руль умне ларасси мĕншĕн илĕртет

Хĕрарăм хăйне арçынран катăк туйманни паян нихçанхинчен вăйлă сисĕнет. Тахçан "арçынсен" шутланнă ĕçсене чылай чухне чиперуксем туни те çакна

çирĕплетет. Акă, этемлĕхĕн черчен çурри машинăпа та ытларах та ытларах çÿреме пуçларĕ...

Вĕçĕ-хĕррисĕр, кунĕн-çĕрĕн, хĕлĕн-çăвĕн, аслати авăтса çумăр çусан та, çил-тăман вĕçтерсен те чупаççĕ ялан таçта васкакан машинсем. Юлашки вăхăтра район территорийĕнче хурçă утсен шучĕ самаях йышланни куç кĕрет. Унпа пĕрлех руль умĕнче ларакан "юбкăллă" водительсен шучĕ çумăр хыççăнхи кăмпа пекех ÿсни те сисĕнет.

Мĕнех калăн, питĕ илĕртÿллĕн, мăнаçлăн та-и тен, курăнаççĕ руль умĕнчи пикесем. Анчах та хăш-пĕр арçынсем çак пулăма ниепле те хăнăхасшăн мар пулас-ха, хĕрарăм-водительсене курсан хăшĕ йĕкĕлтешсе ихихлетет, тепри, каçарăр та, сурсах ятлаçать... Хĕрарăм-водитель арçынсенчен чылай тимлĕрех, йĕрке тĕлĕшпе çирĕпрех пулнине йышăнасшăн мар пулас вĕсем. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем вара хĕрарăмсем çул çинчи условисене лайăхрах хаклама пултарнине пĕлтереççĕ. Руль умне эрех ĕçнĕ хĕрарăм ларни сайра тĕл пулать. Ăнсăртран пăтăрмах сиксе тухас-тăк, хĕрарăм-водитель нихăçан та вырăнтан тармасть. Статистсем çапла çирĕплетни те пур: руль умĕнче йĕркене чи çирĕп пăхăнаканнисем – ача амăшĕсем.

Мĕн хистет-ха хĕрарăмсене хальхи вăхăтра çул çинче авари, "пăкă" тăтăш тĕл пулнине пĕлсех, хăйсем çине мĕн чухлĕ яваплăх тиеннине ăнланса-туйсах руль умне ларма; Самана таппи тимĕр урхамаха парăнтарма хушать пулĕ этемлĕхĕн черчен çуррине. Паян, пурте таçта васканă, пĕр вăхăтрах ик-виçĕ çĕре çитмелле чух, питĕ витĕмлĕ пулăшу кÿрет автомашина. Никама та ÿкĕтлемелле те, пăхăнмалла та мар. Тен, хĕрарăмсем яваплăха ытларах хăйсем çине илнине, арçынсем çине шанчăк сахалрах пулнине те пĕлтерет çакă; Пĕрисен упăшкисене çул-йĕр правилисене пăснăшăн водитель прависĕр хăварнă, теприсен мăшăрĕсем хĕлĕн-çăвĕн аякра ĕçлесе пурăнаççĕ. Хурçă ут хуçасăр ларни мĕн усси; Машина тахçанах ытлашши капăрлăх пулма пăрахса куллен кирлĕ çул çÿремелли хатĕр пулса тăнă-çке. Çавăнпах пулĕ паянхи кун водитель правине илме тăрăшакан пикесем чылай. Акă, октябрĕн 27-мĕшĕнче районти РОСТО-ра машинăпа çÿреме ирĕк илме 30 çын вĕренме пуçланă, вĕсенчен 7-шĕ çеç каччăсем. Кăçалхи 11 уйăхра кунта пурĕ 349 çын вĕреннĕ, вĕсенчен ытларахăшĕ – хĕрарăмсем.

Руль умĕнче хĕрарăм пулнине курсан арçынсем çул паманни, вĕçĕмсĕр кăшкăртни, темĕн те пĕр каласа пĕтерни самаях вĕчĕрхентернине пĕлтереççĕ хурçă ута парăнтарнă пикесем. Мĕнех, ку вăхăтлăх пулăм кăна пулĕ. Малашне таврари çынсен (уйрăмах арçынсен!) ăнланулăхĕпе чăтăмлăхĕ ÿсессе шанас килет.

Сирĕншĕн çул çинче яланах симĕс çутă пултăр!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика