АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăхсăр ялăн шăпи

06 декабря 2008 г.

Алăри пÿрнесем те пĕрешкел мар теççĕ. Ялсен шăпи те тĕрлĕрен.

Çак уйрăмлăхпа Лоба ялне çитсен паллашрăм.

Лоба ялĕ хитре вырăнта вырнаçнă. Йĕри-тавра вăрман кашлать, çырма, сăрт-тусем, пĕвесем пур. Инçех те мар Сăр шывĕ юхса иртет. Юмахри пек илĕртÿллĕ вырăнсем чылай. Ватăсем каланă тăрăх, ĕлĕк-авал кунта пурнăç вĕресе тăнă: çамрăксем вăййа тухнă, çырмара ача-пăча хĕвĕшнĕ, çынсем улăхра кĕтÿ кĕтнĕ. Халĕ йăлтах урăхла. Ял хушшинче шăплăх хуçаланать, çынсем утни те курăнмасть. Çулла ырлăх ĕнтĕ. Çут çанталăк çав тери илемлĕ. Хĕлле вара...

Яла пырса кĕнĕ урамра Ю.И.Гераськина пурăнать. 68 çулхи ватă пирĕнпе хăвăрт калаçăва кĕчĕ, ял пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ, хăйĕн кун-çулĕ çинчен те каласа пачĕ.

Юлия Ивановна мăшăрĕпе 2 ача çуратса ÿстернĕ: хĕрĕ Шупашкарта çемье çавăрнă, ывăлĕ (авланса уйрăлнăскер) хăйĕн килĕ-çурчĕпе ялтах пурăнать. Ю.И.Гераськина ĕмĕрĕпех тăван «Искра» хуçалăхра ĕçленĕ, кĕтÿçĕре тăрăшнă, лашасем те пăхнă. Çирĕп хул-çурăмлă хĕрарăм халĕ килти хуçалăха пĕчченех тытса пырать.

Çак урамрах Надежда Ивановнапа Геннадий Николаевич Тегерлинсем пурăнаççĕ. Вĕсем хуçалăхра лаша та тытаççĕ. Çемье пуçлăхĕ урхамахпа таçтан çитнĕ те ăна тăваратчĕ, кил хуçи хĕрарăмĕ те унтах тăрмашать.

– Ачасем хулара, иксĕмĕрех кăштăртатса пурăнатпăр. Ватăлтăмăр, 7 теçетке урлă каçрăмăр ĕнтĕ, кил таврашĕнче хускану туса вăй хушса пурăнкалатпăр. Пирĕн çемье ĕмĕрех лаша тытнă та, эпир те унран татăлман. Лаша – ялти çăлăнăç, – терĕç мăшăрсем.

Ялпа туллин паллашнă май, çĕнелсе пыракан ялсемпе танлаштарсан, уйрăмлăхсене тÿрех асăрхатăн. Хăш-пĕр ялсенче малашлăх пурри сисĕнет: ачасем çуралаççĕ, çамрăксем çурт-йĕр çĕклеççĕ, ялтах тымар яраççĕ... Кунта вара тунсăх, выльăх-чĕрлĕх сасси те илтĕнмест, урамра утакан çын та çук. Йытăсем çеç каллĕ-маллĕ чупаççĕ. Вĕсем вара кашни килтех пур пулас. Ватăсем ĕне-сурăх пăхса усраймаççĕ, анчăк-тус – кил шанчăкĕ, хуралçă вырăнĕнче пурăнать.

Ял хушшинче ют çынсене асăрхасан, кинемейсемпе мучисем кăштăртатса урама тухрĕç. Камсем, мĕн сăлтавпа çÿреççĕ-ха хăнасем; Çакă интереслентерчĕ те вĕсене. Нумайăшĕ сывлăх хавшакран хăçан ялтан тухса курнине те ас тумасть. Çапах та кинемейсемпе мучисем вăраххăн пĕр çĕре пуçтарăнчĕç. Ялти чи ватă кинемей – Екатерина Николаевна Булаткина сăмах илчĕ. 83 çулхи хĕрарăм ял пĕтсе пыни пирки пăшăрханса калаçрĕ. Ыттисем те ăна итле-итле хаш! та хаш! сывларĕç. Вĕсем «çут тĕнчерен» уйрăлсан ялта пурнăç чарăнса ларни хумхантарать-çке. Çакăнта çуралса ÿснĕскерсем ĕмĕр тăршшĕпе ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тар тăкнă, тырă-пулă ÿстернĕ, савăнмалăх ача-пăча çуратнă. Кинемейĕн те ачисем ÿссе çитĕннĕ, çунат сарса аякка вĕçнĕ. Упăшки çĕре кĕнĕренпе чылай вăхăт иртнĕ. Сăмах май, ялти ватăсен чылайăшĕн мăшăрĕсем вилнĕ, тăлăххăн пурăнаççĕ. Е.Н. Булаткинан 7 ача пулнă. Паянхи кун ялти чи ватă çын килте упăшкин йăмăкĕпе, Анастасия Ивановнапа, кăштăртатса пурăнать. Килĕштереççĕ ватăсем. А.И.Булаткина та ĕмĕрĕпех фермăра ĕçленĕ, халĕ II ушкăн инваличĕ вăл.

Вĕсемпе кÿршĕллĕ Ордяковсем пурăнаççĕ. Çак кунсенче Геннадий Михайловичпа Анна Сергеевна хăйсен пурнăçĕнчи сумлă куна – мăшăрланнăранпа 50 çул çитнине уявланă. Юбилее ял-йышпа паллă тунă, 3 ачи, тăванĕсем пуçтарăннă.

Çапла, пĕчĕк ял çултан-çул пушанса пыни куç умĕнчех. Лобара кивелсе, çĕрсе аннă пÿртсем нумай. Ашшĕпе-амăшĕ вилнĕ хыççăн ачисем тăван килтех юлас темен пулас, хулара тымар янă.

Паян чĕрĕ пурăнакансем те ялăн малашлăхĕ çукки пирки пăшăрханса калаçаççĕ. Уксахласа та пулин ялтан тухса çÿрекенсем кураççех ĕнтĕ: пур яла та «кăвак çулăмпа» тивĕçтерчĕç, хăш-пĕр ялта çынсем асфальт çулпа шаклаттарса çÿреççĕ, чылай çĕрте шыв валли колонкăсем вырнаçтарчĕç. Ялта пурăнма ырлăх туса параççĕ-çке. Лобари кинемейсем вара çак ырлăха ĕмĕрлĕхех «куç хупиччен» кураятпăр-ши тесе кулянаççĕ.

Лавкка çук ялта. Çăнăх, кĕрпе, сахăр, çу, тăвар туянас текен çынсене таварпа В.Жижайкин (Ирчкасси ялĕ) тивĕçтерсе тăрать. Пенсионерсем ун пирки ырласа калаçрĕç.

Пĕтĕмлетсе çапла каламалла. Пĕчĕк ялăн нуши пысăках ĕнтĕ. Ку – чăнлăх. Ытти ялсенчи халăх ырлăха тахçанах туйса илчĕ пулсан, лобасем те çутă пуласлăха ĕненеççĕ. Анчах та ялта çамрăксем çукки, ачасем çуралманни, ватăсен йышĕ те çулран-çул чакни пурне те пăшăрхантарать. Çавăнпах ял малашлăхĕ çуках ĕнтĕ кунта. Çул тусан та тепĕр 5-10 çултан кунта кам утса ыр курĕ, газ чĕртсе кам кил-çурт ăшăтĕ... Пурăнăпăр – курăпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика