10 декабря 2008 г.
Декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Николай Федоров «Чăваш Республикинче пурăнакансене 2009-2020 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программа çинчен калакан указа алă пуснă. Çак Программа тĕллевĕсем: Чăваш Республикинче пурăнакансене норма шайĕнчи пахалăхлă тата çителĕклĕ ĕçмелли шывпа туллин тивĕçтересси; çынсен сывлăхне упраса хăварасси тата пурнăç пахалăхне лайăхлатасси; ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли çăл куçсене çĕнетесси, сыхласси, вĕсемпе тирпейлĕ усă курасси.
Программа мероприятийĕсене 3 тапхăрпа пурнăçлама палăртнă: 2009-2012, 2013-2015, 2016-2020 çулсем. I тата II тапхăрти ĕçсене пула 2015 çул вĕçленнĕ тĕле 152 ялта пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерме май килет. Çак вăхăтра Патăрьел, Шăмăршă районĕсен тата Комсомольски районĕн кăнтăр енчи пайĕн водоводне; Вăрнарти, Пăрачкаври, Йĕпреçри водоводсене туса пĕтерме палăртнă. III тапхăр тĕллевĕсем: централизациленĕ майпа шывпа тивĕçтерекен ялсен тÿпине 53,8 процентран 73,7 процент таран ÿстересси; республикăри 9 хулари шывпа тивĕçтермелли тытăмсене реконструкцилесси; 23 ялпа хулари йăлари канализаци каяшĕсене тасатмалли сооруженисене тата канализаци сечĕсене тăвасси тата реконструкцилесси.
Çĕнĕ Программăна пурнăçламашкăн Чăваш Республикин бюджетĕнчен 19,8 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.