АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕн çĕнĕ формисемпе паллашнă

10 декабря 2008 г.

Декабрь пуçламăшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта районти шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен тата аслă вожатăйсен семинарĕ иртнĕ. Унăн теми – «Право йĕркине пăснин профилактики. Ĕçĕн çĕнĕ формисем».

Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ Надежда Аливанкина Хĕрлĕ Чутайри, Питĕркассинчи, Атнарти тата Мăн Этменти вăтам шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлесе пынине, вĕренекенсем хушшинче профилактика ĕçне мĕнле йĕркеленине палăртнă. Ытти вĕрентÿ учрежденийĕсемпе те çирĕп çыхăну тытасси çинчен калаçнă. Вĕрентÿ пайĕн специалист-эксперчĕ Ольга Митрофанова пухăннисене çул çитменнисем право йĕркисене пăснине хирĕç кĕрешес ĕçре усă курмалли методика кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Любовь Кашкирова ĕçĕн çĕнĕ формисем пирки каланă.

Семинарта çавăн пекех «Манăн шухăш» тренинг иртнĕ. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулти Елена Емельянова педагог-психолог, Анна Тихонова аслă вожатăй кашни ачан пултарулăхне уçмалли, вĕсене воспитани памалли тĕрлĕ майсем çинчен каласа панă.

Пухăннисем юлашкинчен çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă – çул çитменнисем хушшинче право йĕркине пăсакансен йышĕ сахаллантăр тесен шкулсен, ашшĕ-амăшĕсен, обществăлла организацисен, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцисен вăйĕсене пĕрлештерни кирлĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика