АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял лавки – халăхшăн

10 декабря 2008 г.

Ял лавки – халăхшăн

Пантьăк ялĕнчи лавккана кĕрсе-тухма кăмăллă. Кунта яланах тирпейлĕ, таварсене сентресем çине килĕшÿллĕ вырнаçтарнă. Лавккара ял çыннисене кирлĕ тавар пĕтĕмпех пур темелле.

Р.Н.Захарова лавкка заведующийĕ, Г.А.Гаденкинапа Г.М.Ямскова сутуçăсем тавар туянма пыракансене яланах ырă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, килĕшнĕ тавара суйласа илме пулăшаççĕ. Сăмах май, Пантьăкри лавккара юратнă ĕç суйласа илнĕ хĕрарăмсем тăрăшаççĕ. Вĕсенчен кашни потребкоопераци тытăмĕнче лăш курмасăр вăй хурать. Акă, Галина Александровна Гаденкинана илер. Вăл суту-илÿре 1972 çултанпа ĕçлет. Хирлÿкасси хĕрĕ, Шупашкарти коопераци техникумĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн, тăван яла ĕçлеме килнĕ. Унта 27 çул хушши заведующи тивĕçне пурнăçланă. Ку ĕçре тимлеме ăна пĕрре те çăмăл пулман. Малтанхи тапхăрта çут çанталăк газĕ те, çул-йĕр те пулман-çке. Лавккана тавар кÿрсе тăрасси чĕр тамăк пулнă. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ пулнă суту-илÿре ĕçлеме. Çапах чăтнă чăваш хĕрарăмĕ, ĕç планне пурнăçланă. Ахальтен мар 1988 çулта суту-илÿри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн унăн ятне Хисеп хăми çине кĕртнĕ.

2001 çулта Г.А.Гаденкина Пантьăкри лавккана ĕçлеме куçать. Пултаруллă сутуçă кунта та хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ĕçне кура – хисепĕ, теççĕ. Райпо тытăмĕнче чылай çул хушши ырми-канми тăрăшнăшăн ăна «За добросовестный труд в потребкооперации России» паллăпа чыслаççĕ. Хальхи вăхăтра сутуçă тивĕçлĕ канура. Апла пулин те ветеран ĕç вырăнне пăрахаймасть. Ĕç пурри-çке çынна пурăнма вăй-хăват парать. Сывлăх пур чухне ĕçлес кăмăллă вăл.

Паян Пантьăк ялĕнчи лавкка ĕç кăтартăвĕсемпе лайăххисен шутĕнче. Лавккара тавар ассортименчĕ пуяннипе унта вăй хуракансемшĕн чăрмав çук. Апат-çимĕç продукцине кунсерен кÿрсе килеççĕ. Çăкăр-батон вăхăтра илсе килни те ял çыннисемшĕн паха. Халăх ял лавккине тăтăшах çÿренĕрен кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. Пантьăк сутуçисем ноябрĕн 26-мĕшĕ тĕлне çулталăкри плана пурнăçланă та ĕнтĕ. Çапла вара кунти суту-илÿ ĕçченĕсем çултан-çул кăтартăвĕсене лайăхлатса пыраççĕ. Çакă сутуçăсем яваплăха туйса ĕçленинчен нумай килет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика