АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыв, эп сан çинчен юрлатăп...

10 декабря 2008 г.

С.Кондратьев вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Пĕрремĕш курс хыççăн, 1958 çулта, Хусан консерваторийĕ çумĕнчи икĕ çуллăх хатĕрленÿ курсĕнче пĕлÿ илме тытăннă. 1965 çулта консерватори дипломлĕ юрăç Чăваш музыка театрĕнче солист-вокалист пулса ĕçлеме пуçланă.

– Театрта ĕçленĕ çулсенче эпĕ оперăсенчи мĕн пур тĕп рольсенче юрланă теме пулать, – аса илет халĕ Станислав Алексеевич. – "Водяная мельница" оперăра – Паль партине, "Запорожец за Дунаем" – Андрей, "Звездный путь" – Ванюк, "Евгений Онегин" – Ленский, "Риголетто" – Герцог, "Травиата" – Альфред, "Чио-сио-сан" – Пинкертон, "Чапай" оперăра Петька тата Есаул партисене тытса пытăм. Çав вăхăтрах республикăри тата кÿршĕ облаçсенчи ял-хуласене çитсе концертсем кăтартма активлă хутшăнтăм. Композиторсемпе тата писательсемпе çула тухма та яланах кăмăллăччĕ.

Станислав Алексеевич 1968 çулта Чăваш Ен историйĕнче чи малтанхи хут хăй тĕллĕн вĕреннĕ юрăçсемпе "Запорожец за Дунаем" оперăна лартнă. Унта вăл режиссер, дирижер тата вокал педагогĕн тивĕçĕсене пĕр харăсах пурнăçласа пынă.

1970 çулта пирĕн ентеш В.Воронов профессор тата Хусан консерваторийĕн ректорĕ Жиганов профессор пулăшнипе Мускава çул тытнă. Унта Хусан консерваторийĕн вокал кафедри çумĕнче аспирантура уçма ирĕк илнĕ. Хăех пĕрремĕш аспирант пулса тăнă. Виçĕ çул вĕреннĕ хушăра консерваторире тата Чăваш Енре пĕччен сакăр концерт панă.

– 1973 çулта эпĕ аспирантурăна питĕ лайăх паллăсемпе вĕçлерĕм, – тет Станислав Алексеевич. – Хыççăн Шупашкарти музыка училищин вокал уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçлеме пуçларăм. Студентсен вăйĕпе чылай концерт лартма май килчĕ. Училище пĕтерекенсене вара Ленинградри, Мускаври, Саратоври, Чулхулари, Хусанти, Свердловскри консерваторисене, Инçет Тухăçри искусствăсен институтне, Гнесинсен ячĕллĕ Раççей музыка академине вĕренме кĕме чылай пулăшрăм. Сăмах май, çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕсенче мана "Отличник культуры шефства над селом" паллăпа наградăларĕç. 1979 çулта вара музыка училищи 50 çул тултарнă май «ЧР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕç.

Станислав Алексеевич ĕçре те, килте те канăçа пĕлмесĕр тăрăшнă. 1980 çулта вăл тин çеç ĕçлеме тытăннă педагогсем валли "О дыхании" методика пособийĕ хатĕрленĕ. Тепĕр çулхине тенор тата сопрано сасăсем валли "Хрестомати" çырса кăларнă. Çавăн пекех вăл ытти вĕренÿ пособийĕсем те çырнă.

Унăн ĕçне асăрханă. 1985 çулта Шупашкарти музыка училищинче Вăтам Атăл тăрăхĕнчи училищĕсен преподавателĕсем хутшăннипе вокалпа методика конференцийĕ ирттернĕ. Ун ĕçне РСФСР халăх артистки Н.Шпиллер профессор, Раççей тата Татарстан искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ В.Воронов профессор тата ытти ăслăлăх çыннисем хутшăннă. Çакăн хыççăн Станислав Алексеевича РСФСР Культура министерстви çумĕнчи ăслăлăхпа методика канашĕн йышне кĕртнĕ. Вăл чăваш композиторĕсен камерлă тата опера пултарулăхне сарас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ хулисенче уçă уроксем ирттернĕ. Вăл 50 çул тултарнине халалласа документлă фильм ÿкернĕ. 1990 çулта ăна "РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята панă тата Хисеп грамотипе наградăланă. Çав çулхинех "Ĕç ветеранĕ" медале тивĕçнĕ. 1992 çултанпа вокал искусствисен педагогĕсен Пĕтĕм Раççейри Ассоциацийĕн членĕ шутланса тăрать вăл.

– 1994 çулта çамрăк вокалистсен Филипп Лукин ячĕллĕ республикăри пĕрремĕш конкурсне ирттертĕмĕр, – каласа парать Станислав Алексеевич. – Унта мана жюри председателĕ пулма шанчĕç. Çав конкурса хутшăннă манăн ултă студент лауреат тата иккĕшĕ дипломант ячĕсене çĕнсе илчĕç. Çав çулхинех "Романс – манăн чун" ятпа иртнĕ хула конкурсĕнче виçĕ вĕренекен – В.Христофоров, Н.Андреев, В.Двойнова лауреат пулса тăчĕç. Çакна та хушса калам-ха. Музыка училищинче 32 çул ĕçленĕ хушăра эпĕ 100 специалист ытла вĕрентсе хатĕрлерĕм. Халĕ вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Сцена çинче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Çакăншăн чун савăнать.

Станислав Алексеевич А.Ланцов, Л.Толстова, А.Дубенко, В.Двойнова, В.Христофоров, М.Семенов, В.Семенов, А.Самсонов, Г.Никифоров, Н.Иванов, Т.Локтева, Ю.Иванов, В.Леонтьев, В.Игнатьев, В.Егоров, В.Клементьев, В.Орлов тата ытти солистсен пултарулăхĕпе мухтанать. Мĕншĕн тесен вĕсенчен хăш-пĕрисем ют çĕршывсенче юрлаççĕ, тава тивĕçлĕ артист ятне тивĕçнисем чылай, тĕрлĕ конкурс-фестиваль çĕнтерÿçисем те пур. Туктамăш чăвашĕ хăй хыççăн чăннипех те ырă ĕçсем, пултаруллă солистсем хăварать.

С.Кондратьев 2002 çултанпа Чăваш Патшалăх культурăпа искусство институчĕн пĕччен юрлакансен кафедрин профессорĕ. Лайăх юрăçсем хатĕрленипе пĕрлех вăл ăслăлăх ĕçĕсем çырас тĕлĕшпе те ырă тĕслĕх кăтартать. 2003 çулта "Чăваш Ен композиторĕсен юррисем тата чăваш халăх юррисем" хрестоматин пĕрремĕш томĕ кун çути курнă. 2005 çулта ăна Чăваш Патшалăх университетне ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Виçĕм çул вăл хăй хатĕрленĕ хрестоматин иккĕмĕш томне кăларнă. Çавăн пекех унăн "Вокал вĕрентĕвĕн ыйтăвĕсем" сборникре 10 статья тухнă.

Станислав Алексеевич Кондратьев профессор юрă-кĕвĕ тĕнчинче чăннипех те ят-сум çĕнсе илнĕ çын. Пултаруллă, çĕршывра палăрнă юрăçсем хатĕрлессишĕн вăл хăйĕн вăй-халне, пĕлĕвне нихăçан та шеллемен, халĕ те çаплах. Çакăнтан пахи, ырри мĕн пур-ш

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика