АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăх – чи малти вырăнта

10 декабря 2008 г.

Республикăри писательсен икĕ союзĕ килĕштерсе ĕçлеме тытăнни кăçалхи çулăн пысăках мар çĕнтерĕвĕ тесе шутлама пулать. Мĕншĕн тесен вĕсем 1991 çултанпа пĕр-пĕринпе килĕштермесĕр пурăннă-çке.

Çĕршыв саланма пуçланă çулсенче республикăра писательсен икĕ организацине туса хунă. Халĕ Чăваш Республикин писательсен союзне ертсе пыракан Юхма Мишшипе Чăваш Енри профессиллĕ писательсен союзĕн председателĕ Иван Вутлан каланă тăрăх, çакăн пек пулăм вăл политикăпа тата кивĕ союз ертÿçисен ĕçĕпе килĕшменнипе сиксе тухнă. Чăнах та икĕ организаци туса хунă хыççăнах хирĕç тăру лайăхах палăрнă. Çапах та ку хăш-пĕрисен интересĕпе ытларах çыхăннă пулнă. Хирĕç тăру чиновниксем енчен пулăшу пĕр пек пулманнипе те тарăнланнă.

"Пĕр обществине уйрăмах палăртмасан, иккĕшĕнпе те пĕр пек ĕçлесен нимĕнле хирĕç тăру та пулмасть, пирĕн нимĕн те уйăрмалли çук, эпир республикăри культурăна аталантарас тĕлĕшпе пĕр тĕллевпе ĕçлетпĕр", – ăнлантараççĕ халĕ паллă çыравçăсем.

Культура министерстви организацисене уйăрнă укçапа усă курма сĕнсен ĕç-пуç лайăхланни палăрнă. Вĕсем пĕрлехи мероприятисем ирттерме пуçланă. Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Мускаври М.Шолохов ячĕллĕ тĕп библиотекăра "Нарспи" поэмăна çырнăранпа 100 çул çитнине халалласа чăваш литературин уявне ирттернĕ. Кăçалхи декабрĕн 12-мĕшĕнче вара Чăваш Енри çамрăк писательсен форумĕ пулать. Ку пĕрлехи проектсенчен чи пысăкки.

"Эпир пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси кăçалхи апрель уйăхĕнче пуçланчĕ, – теççĕ Михаил Николаевичпа Иван Дмитриевич. – Çак вăхăтра пĕрле кĕнекесен презентацийĕсене, çамрăк писательсем валли мастер-классем йĕркелерĕмĕр. Кун пек чухне яланах ĕç ăнса пырать. Çавăнпах ĕнтĕ халăхра: "Пĕр ăс лайăх, иккĕ тата аванрах", – тенĕ.

Писательсен организцийĕсем çамрăк çыравçăсене кĕнекесем кăларма пулăшас тĕллевлĕ. Çавăн пекех икĕ организацие пĕрлештерсе тăракан пичет органĕ, "Çеçпĕл çеçкисем" альманах евĕрли, кирлĕ. "Поэзи антологийĕ" хатĕрлес ĕçре те пĕр çыхăнура ĕçлени пысăк усă кÿрĕччĕ.

Хальлĕхе икĕ союза пĕрлештересси çинчен калаçу пымасть. Ертÿçисем каланă тăрăх, ку та пурнăçа кĕме пултарать. Икĕ организацин пултарулăх вăйĕсене пĕрлештерсен литература аталанăвĕ те çÿллĕ шая çĕкленессе шанма пулать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика