13 декабря 2008 г.
Декабрĕн 7-мĕшĕнче районти шкулсенче 3-мĕш тата 4-мĕш классенче вĕренекенсем интеллектуаллă вăйăсене хутшăннă. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта пухăнса районти 121 вĕренекен вырăс тата чăваш чĕлхисене, вырăс тата чăваш литературисене, математикăна еплерех пĕлнине кăтартнă. Ачасен ĕçĕсене комиссин 20 членĕ тĕрĕсленĕ, пурĕпе 34 ача малти вырăнсене йышăннине палăртнă. Уйрăмах Хĕрлĕ Чутай (13 çĕнтерÿçĕ), Çĕн Атикасси (4), Хусанушкăнь (3), Атнар (3), Этмен (3) шкулĕсенчи вĕренекенсем пултарулăхпа палăрнă. Олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсем çакăн пек:
4-мĕш классем
Чăваш чĕлхи – 1-мĕш вырăн – Наталья Сорокина (Атнар), 2 – Диана Тимофеева (Хĕрлĕ Чутай), 3 – Николай Тимофеев (Хусанушкăнь), Олег Судохин (Çĕн Атикасси).
Литература вулавĕ (тăван сăмах) – 1-мĕш вырăн Александр Яковлев (Çĕн Атикасси), 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсем çук.
Литература вулавĕ (вырăс литератури) – 1-мĕш вырăн – Алина Абакумова (Хĕрлĕ Чутай), 2 – Георгий Егоров (Çĕн Атикасси), 3 – Николай Владимиров (Тури Çĕрпÿкасси), Надежда Родионова (Питĕркасси).
Вырăс чĕлхи – çĕнтерÿçĕсем çук.
Математика – 1-мĕш вырăн – Максим Тинехпейкин (Хĕрлĕ Чутай), 2 – Юлия Михатайкина (Мишеркасси), Кирилл Абаськин (Атнар), Матвей Чемалинов (Мăн Этмен), Андрей Смирнов (Хусанушкăнь), 3 – Вероника Егорова (Çĕн Атикасси), Дмитрий Шипеев (Тралькасси).
3-мĕш классем
Чăваш чĕлхи – 1-мĕш вырăн – Роман Карпов (Хĕрлĕ Чутай), 2 – Екатерина Елизаркина (Мăн Этмен), 3 – Елизавета Кортунова (Пантьăк), Дмитрий Макаров (Хусанушкăнь), Татьяна Афондеркина (Ишеккасси), Евгения Герасимова (Питĕркасси).
Литература вулавĕ (тăван сăмах) – 1-мĕш вырăн – Инна Иванова (Хĕрлĕ Чутай), 2 – Дмитрий Яруськин (Хĕрлĕ Чутай), Станислав Можайкин (Хĕрлĕ Чутай), Валентина Михеева (Мăн Этмен), Вероника Тимофеева (Ишеккасси), 3 – Евгений Майоров (Хĕрлĕ Чутай).
Литература вулавĕ (вырăс литератури) – 1-мĕш вырăн – Валерий Матейкин (Хĕрлĕ Чутай), 2 – Анна Ейкова (Хĕрлĕ Чутай), 3 – Диана Можайкина (Хăмаркка), Ангелина Яндуткина (Атнар), Анна Сармандейкина (Хĕрлĕ Чутай).
Вырăс чĕлхи – çĕнтерÿçĕсем çук.
Математика – 1-мĕш вырăн – çук, 2 – Александр Самышкин (Хĕрлĕ Чутай), 3 – Юрий Дмитриев (Хĕрлĕ Чутай).
Райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн Психологипе педагогика пулăшăвĕ паракан центрĕн заведующийĕ А.Савельева пĕлтернĕ тăрăх, çĕнтерÿçĕ-ачасене çак педагогсем хатĕрленĕ: Н.В.Хохлова, Н.А.Маркова, И.В.Смирнова, В.А. Нагорова, Е.В. Микишина, И.С.Михеева, В.П.Герасимова, Т.П.Захарова, Г.П.Богатнаева, Р. И.Андреева, Г.Н.Спиридонова, С.В.Лукина, Т.Я. Хохлова, Т.Г.Кочеганова, Л. Е.Яковлева, С.В.Васюкова, Г.М.Илюшкина, В.П.Немешкина.
Районти интеллектуаллă вăйăсенче çĕнтернĕ ачасем 2009 çул пуçламăшĕнче республикăра иртекен олимпиадăсене хутшăнĕç.