17 декабря 2008 г.
Автомобильсем, бензин тата çăнăх йÿнелеççĕ.
Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра Раççейре автомобильсем, бензин тата куçман пурлăх хакĕ пĕчĕкленни сисĕнет. Горючи тĕнчипех нефть хакĕ ÿкнипе, машинăсемпе хваттерсем – илекенсен шучĕ чакнипе йÿнелеççĕ.
Автомобильсем
Хурçă утсем Çĕнĕ çул умĕнхи акцисене пула та самай йÿнелеççĕ, анчах та 10-15 процентран ытла мар. Аналитиксем кайран хаксем хăпарма пуçласса пĕлтереççĕ. Нумаях пулмасть "ГАЗ" ушкăн çĕнĕ çул умĕн октябрьте кăна тухма пуçланă Volga Siber автомобиле хакне чакарса сутассине пĕлтернĕ. Çулталăк вĕçлениччен асăннă компани çакăн пек 10 пин машина кăларма шутланă, анчах та кризиса пула вĕсен шутне 2 хут ытла чакарнă. Çавăн пекех "Крайслер" концерн та Раççейре хăйсен машинисен хакне чакарассине пĕлтернĕ.
Çав хушăрах çак кунсенче Toyota тата Mazda иномаркăсем хакланнă, çитес çул пуçламăшĕнчех Subaru тата Ford хакĕсене хăпартĕç.
Бензин
Раççейре горючи тĕнчери рынок хакĕсем хăпармасăр хакланмасть. Росстат пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра топливо хакĕ 1,1 процент чухлĕ чакнă. Бензин 58 регион центрĕсенче йÿнелнĕ.
Куçман пурлăх
Илекенсен йышĕ чакнине пула куçман пурлăх йÿнелнĕ. Ноябрьте Мускавра пурăнмалли çурт-йĕрĕн кашни тăваткал метр хакĕ 5 процент пĕчĕкленнĕ. Чăннипе вара, аналитиксем пĕлтернĕ тăрăх, хваттерсене тата йÿнĕрех хакпа илме пулать: риелторсемпе çурт лартакансем хаксене 10-15 процент чухлĕ чакараççĕ. Çĕнĕ çулта куçман пурлăх вăтамран 20-30 процент чухлĕ йÿнелĕ. "Хрущев вăхăтĕнче лартнă пилĕк хутлă çуртсем элитлă çуртсем пек хаклă пулнă тапхăр хăçан та пулин пĕтмеллехччĕ", – теççĕ экспертсем. Çав хушăрах аналитиксем çитес кĕркунне куçман пурлăх хакĕ уйăхне 1-5 процент чухлĕ ÿсме пултарасси çинчен те калаççĕ.
Апат-çимĕç
Росстат пĕлтернĕ тăрăх, хăш-пĕр апат-çимĕç хакĕсем те хăйсен "чуппине" пĕчĕклетнĕ. Ноябрьте рис, вир кĕрпи, çăнăх, тип çу, сахăр 0,2 - 0,7 процент йÿнелнĕ. Анчах та аш-какай, аш консервисем, кăлпасси, тăпăрчă тата чей хакĕсем 0,5 - 0,6 процент ÿснĕ. Уйрăмах пылак çимĕçсем хакланнă – 0,8 процент чухлĕ. Çăкăр та Раççейре пĕчĕккĕн хакланса пырать. Çав хушăрах сутмалли тырă хакĕ çуркуннехипе танлаштарсан икĕ хут йÿнелнĕ. Çăнăх хакĕ те чаксах пырать. Çакна пула Федераллă антимонополи службин специалисчĕсем çăкăр завочĕсенче хаксене ытлашши ÿстернипе ÿстерменнине тĕрĕсленĕ. Çăкăр пĕçерекенсем пĕлтернĕ тăрăх, тырă хакĕ çăкăрăн пĕтĕмĕшле хакĕнчен 20 процентне çеç йышăнать. Электричество, топливо хаклă пулни те çăкăр хакне хăпартать, суту-илÿ те çăкăрăн пĕтĕмĕшле хакне витĕм кÿрет.
Хĕрлĕ эрех
Кризис хальлĕхе хаклă йышши хĕрлĕ эрех сутакансене çеç пырса тивнĕ теме пулать. 300-400 тенкĕ тăракан эрехсене сутасси 10 процент чухлĕ чакнă пулсан, 80-150 тенкĕ тăракан ĕçме çулталăк пуçламăшĕнчи пекех сутăнать. Çывхарса килекен уявсенче ку тавар хакне чакармасăр та пĕтĕмпех сутăнма пултарать.
Маркетинг агентствин президенчĕ Игорь Качалов пĕлтернĕ тăрăх, Раççейре хĕрлĕ эрех туса кăларакансем 2015 çул тĕлне миллиард литр ĕçме сутма палăртаççĕ. Паянхи куна пирĕн çĕршывра сутакан хĕрлĕ эрехĕн 72 проценчĕ – хамăр патрах туса кăларни. Çавăн пекех И.Качалов çитес çулта шурă эрех ĕçесси 8-10 процент ÿсессине пĕлтернĕ. Сăмах май, тĕнчере туса кăларакан шурă эрехĕн çуррине Раççей çыннисем ĕçсе яраççĕ.
Газ
Çитес çул йăлара усă курма кирлĕ пĕр тонна газăн курттăм хакĕ 5750 тенкĕ пулать. Ку хака тарифсемпе ĕçлекен Федераллă службăн правленийĕ çирĕплетнĕ. Кăçал пĕр тонна газ хакĕ 4600 тенкĕ пулнă, 2010 çул тĕлне вăл 7340 тенке çитмелле.