АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлле ĕçлекен лавккасем тупăш кÿреççĕ

17 декабря 2008 г.

Çĕнĕлле ĕçлекен лавккасем тупăш кÿреççĕ

Райпо суту-илÿ лавккисене çĕнетсе юсассипе, çынсене унта кĕрсе çÿреме кăмăллă пултăр тесе тата «самообслуживани» çине куçарассипе пысăк ĕç тăвать. Сутуçăсем, те çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртсе пынă май, лавккасем тупăш панине ăнланса илчĕç.

«Вĕри çăкăр» лавккана та тавар туянма кĕме кăмăллă. Кăçалхи май уйăхĕнчен пуçласа кунта та халăха кирлĕ таварпа тивĕçтерессине çĕнĕлле йĕркеленĕ. Халĕ хăвна килĕшекен кирек мĕнле апат-çимĕçе е урăх кирлĕ тавара суйласа илме меллĕ. Алла тытса куратăн, курупкă е савăт çине çырнине тимлĕн вуласа тухса тавара туянатăн. Лавкка заведующийĕ С.В.Данилова, И.А.Константиновапа А.В. Лапаева сутуçăсем клиентсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереççĕ. Сутуçăсем çулталăкри ĕç планне октябрь-ноябрь уйăхĕсенчех пурнăçланă.

Район çыннисем те, иртен-çÿрен те «Вĕри çăкăр» лавккари çĕнĕлĕхпе питĕ кăмăллă. Хăтлăх енчен илсен те малтанхипе танлаштарсан лавкка çурчĕн лаптăкĕ пысăкланчĕ, сăн-сăпачĕ çĕнелсе улшăнчĕ. Лавкка аталану çулĕпе пырать, çавăнпа кăтартăвĕ те савăнтарать.

Çакăн пек лавккасем пысăк тупăш параççĕ те. Вĕсен йышĕ татах та ÿссен питĕ вырăнлă та меллĕ пулмалла. Куратпăр ĕнтĕ, райпо тытăмĕнче ĕçлекенсем майĕпен суту-илÿ вырăнĕсене аталантарса пыма тăрăшаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика