АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт туса илмелли стандартсем çинчен

17 декабря 2008 г.

Сĕт – чи кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсенчен пĕри. Вăл пысăк пахалăхлă пулсан çын сывлăхĕ те лайăхланать, çирĕпленет.

Сĕт уйрăмах ачасемшĕн усăллă. Ăна ĕçекен, çиекен çамрăк пепке кĕлетке тĕлĕшĕнчен те ăнăçлă аталанса пынине палăртаççĕ.

Статистика çакна çирĕплетет: çĕршывра ĕнесен хисепĕ те, сĕт сăвасси те ÿсмест. Раççейре пĕр çын пуçне çулталăкне 30 килограмм кăна сĕт лекет. Финляндире вара – 180 килограмм, Данире – 140 килограмм. Сĕт çителĕксĕррипе ăна пирĕн правительство ют çĕршывсенчен туянать. Анчах типĕ сĕт çеç кÿрсе килеççĕ. Роспотребнадзор специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, унта çынна кирлĕ витаминпа микроэлемент питĕ сахал. Кăçал пирĕн республикăна та типĕ сĕт чылай илсе килнĕ. Çавна май ял халăхĕнчен пухакан сĕт хакĕ чакса кайрĕ.

Кăçалхи 11 уйăхра районти мĕн пур категориллĕ хуçалăхсем 24400,3 тонна сĕт туса илнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен ытларах. Ял хуçалăх предприятийĕсем вара 4638,2 тонна сĕт хатĕрленĕ. Тÿрех каламалла, çак хисеп пĕлтĕрхинчен сахалрах. Ял халăхĕн вара 19762,1 тонна сĕт пухăннă. Ку 2007 çулхинчен нумайрах. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕсенче районти кашни ĕне 2962 килограмм сĕт антарнă. Ку пĕлтĕрхин 99,1 проценчĕ кăна. Çапла вара сĕт туса илес тĕлĕшпе район малашлăха курса ĕçлени сисĕнсех каймасть. Акă, 100 гектар çĕр пуçне иртнĕ çул 215 центнер сĕт туса илнĕ пулсан, кăçал 201 центнера çити чакса ларнă. Çавăн пекех ĕне выльăх йышĕ ялсенчи уйрăм хуçалăхсенче ÿснĕ, ял хуçалăх предприятийĕсенче вара чакнă. Кăçал, иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ 234 пуç сахалланнă. Сумалли ĕнесем пирки те çакнах каламалла. Акă, хальхи вăхăтра районти мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 6698 пуç ĕне тытаççĕ. Çав вăхăтрах ял хуçалăх предприятийĕсенче 1541 ĕне çеç усраççĕ. Ку иртнĕ çулхин 97,8 проценчĕ кăна. Урăхла каласан, коллективлă предприятисенче кăçал 34 пуç чакарнă. Çакă мĕн çинчен калать-ха; Хальлĕхе районти чылай хуçалăхсенче ĕне выльăх усрассине, унран ытларах продукци илессине кирлĕ пек йĕркелесе яман. Çĕнĕ технологипе усă курасси те çителĕксĕр пулса пырать.

Ферма ĕçченĕсене шалупа вăхăтра тивĕçтерессишĕн кирлĕ пек тăрăшни курăнмасть. Çакăн пек çитменлĕхсем кашни утăмрах ура хураççĕ, малалла кайма чăрмантараççĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев кăçалхи июнь уйăхĕнче "Сĕт тата сĕт продукцийĕн техника регламенчĕ çинчен" саккуна алă пусрĕ. Çĕнĕ саккун 2009 çулхи январь уйăхĕнчен пурнăçа кĕме тытăнать. Вăл çĕршыври çак производствăна тата сĕт-çу комплексне аталантарас ĕçре витĕм кÿмеллех. Сăмах май, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви ку ыйтупа "Çавра сĕтел" те йĕркеленĕччĕ. Унта республикăра сĕт туса илекен тата тирпейлекен предприятисен, ăна тĕрĕслесе тăракан организацисен представителĕсем çĕнĕ саккунпа çыхăннă ĕç-хĕл пирки калаçнă.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев каланă тăрăх, паха сĕтĕн хакĕ те пысăк. Çавăнпа та уйрăм çынсен те, хуçалăхсен те продукци пахалăхĕшĕн хытă тăрăшмалла.

Правительство йышăннă регламент сĕт туса илмелли стандартсене татах ÿстерет. Çавна май ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем ку отрасльти технологие çĕнетме тивет. Федерацин çĕнĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн, сĕтре белок 2,8 процент сахалрах пулсан ăна йышăнма пăрахĕç. Сунă сĕте завода леçиччен 4 градус таран сивĕтмелле.

Сĕт продукцийĕн техника регламенчĕ пурнăçа кĕнĕ май ветеринари службин яваплăхĕ те палăрмаллах ÿсĕ. Стандарта ларман сĕте пасарта та сутма ирĕк памĕç. Мĕншĕн тесен вăл пăрахăçланă продукци пулса тăрать.Сĕт продукчĕсем туса илес, тухăçлăха ÿстерес, конкурентлăха хăпартас тĕлĕшпе пилĕк çуллăх программа хатĕрленĕ. Унта выльăх апачĕ хывса хăварас ĕçе уйрăмах лайăх йĕркелесе ямаллине палăртнă. Пахалăхсăр апат çитерсен ĕнесем, паллах, сĕт сахал антарĕç, продукци пахалăхĕ те япăх пулĕ. Паян пур çĕрте те çакна шута илсе ĕçлени кирлĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика