17 декабря 2008 г.
Нумаях пулмасть район центрĕнче вырнаçнă "Хĕвел" ача сачĕ хăйĕн 30 çулхи юбилейне
анлă паллă турĕ.
Çавна май коллектив чылай ăшă салам сăмахĕсене илтме тивĕçлĕ пулчĕ.
30 çул хушшинче çĕршер ача кунта воспитани процесне хутшăннă, шкул умĕнхи пĕрремĕш утăмсене тунă, парта хушшине ларма хатĕрленнĕ. Асăннă ача садĕнчен тухнисем халĕ тĕрлĕ профессиллĕ специалистсем пулса ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Выпускниксен чылайăшĕн пепкисем те кунта хальхи вăхăтра кун кунлаççĕ.
Ача сачĕн заведующийĕсем пирки сăмах пуçарас-тăк, чи пĕрремĕш ку тивĕçе пурнăçлаканĕ Венера Михайловна Григорьевская пулнă. Заведующисем хушшинче Римма Николаевна Трифонова чи нумай ĕçленине палăртмалла. 2006 çултан пуçласа паянхи кунччен заведующи пулса Алена Леонидовна Васильева тимлет. Маларах Мăн Этменти ача сачĕн коллективне ертсе пынă. Вăл – аслă категориллĕ педагог.
Садикре 4 ушкăн ĕçлет. Паянхи куна кунта 75 ача çÿреме пултарать. Шкул çулне çитеймен ачасене куллен ăшă кăмăллă воспитательсем кĕтсе илеççĕ. Хальхи вăхăтра педагогсем 8-ăн тимлеççĕ, вĕсене 6 кĕçĕн воспитатель кулленхи çăмăл мар ĕçре пулăшса пыма тăрăшать. Вĕсенчен чылайăшĕ кунта нумай çул ĕçлет. Акă, Мария Ильинична Вазина воспитатель пуринчен ытларах ку учрежденире тимлет. Надежда Ивановна Афанасьева кĕçĕн воспитатель те чылай çул çакăнта тăрăшать. Ыттисен те кунти ĕç стажĕ пĕчĕк мар. Эппин, ача садĕнче пуян опыт пухнă педагогсем тимлеççĕ тесе пĕр иккеленмесĕрех çирĕплетме пулать. Çавăн пекех Раиса Семеновна Дерстуганова та аслă медсестрара ача сачĕ уçăлнăранпах вăй хурать. Кĕпе-тумтир çăвас енĕпе ĕçлекен машинист Альбина Дмитриевна Масленникова та тахçантанпах кунта тăрăшать. Василий Ефимович Романова та асăнмасăр иртме çук. Вăл-çке пепкесене хитре юрăсем шăрантарма, илемлĕ ташăсем ташлама вĕрентет. Ахальтен мар Василий Ефимовича "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" ята пачĕç. Ытти ĕçченсем те кулленхи пархатарлă ĕçĕсемшĕн чăннипех ырă самаха тивĕçлĕ. Сăмах май, çичĕ воспитатель тата художество пултарулăх ертÿçи I категориллĕ, медицина сестри – аслă категориллĕ.
Педагогсем пурнăçпа тан утса пыма, хăйсен ĕçне пĕрмаях çĕнĕлĕхсене кĕртме тăрăшаççĕ. Пĕчĕк шăпăрлансемпе кăтарту хатĕрĕсемсĕр ĕçлеме йывăррине лайăх ăнланаççĕ вĕсем, çавна май хăйсен ăста аллисемпе вĕрентÿ процесĕ валли чылай япала ăсталаççĕ. Ку ĕçре вĕсене ашшĕ-амăшĕсем те пысăк пулăшу параççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, воспитательсем ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ, тăтăшах вĕсене тĕрлĕ мероприятисене явăçтараççĕ.
Хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕ ача садĕнче пĕр кун ирттернĕшĕн 20 тенкĕ тÿлет. Инвалид ачасем тÿлевсĕрех çÿреççĕ, нумай ачаллă çемьесенчи пепкесемшĕн 50 : кăна тÿлеме тивет. Ашшĕ-амăшĕ уйăхсерен ачисемшĕн тÿленĕ укçан компенсацине тивĕçет.
Педагогсем малашне те ачасемпе чунне парса ĕçлессе, пĕчĕк шăпăрлансемшĕн иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнче пуласса, пепкесем ача садне кăмăлпах çÿрессе шанас килет. Ачасен садикри кашни кунĕ савăнăçпа, йăл кулăпа асра юлтăр. Пепкисем телейлĕ пулсан ашшĕ-амăшне те лайăх-çке. Ача сачĕн ячĕ те ахальтен мар çепĕççĕн янăрать, эппин, хĕвел хăйĕн пайăркисемпе еплерех ăшшăн çупăрлать, коллектив та кашни кунах ачасене çавăн пек юратупа çепĕçлĕх, ачашлăх, ăшă кăмăллăх парнелетĕр. Хам та "Хĕвел" ача сачĕн выпускникĕ, çавăн пекех çак садике çÿрекен ачасен амăшĕ пулнă май, ача сачĕн коллективне ырлăх-сывлăх, ăнăçу, çитĕнÿсем сунатăп.