АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туканаш тăрăхĕ

24 декабря 2008 г.

Туканаш тăрăхĕ

Туканаш Хĕрлĕ Чутай районĕнче чи ватă ялсен шутне кĕрет. Ку яла 14-мĕш ĕмĕр варринче пуçласа янă тесе шутлаççĕ.

Туканаш çырмаллă вырăнта ларать. Ăçтан пулса кайнă-ха ял ячĕ; Кун пирки темиçе халап çÿрет. Пĕрисем: "Яла пуçарса яраканĕ Етĕрне районĕнчен куçса килнĕ Туканаш ятлă çын", – теççĕ. Çакăн пек каланине те илтме пулать: "Туканаша куçса килнĕ çынсем вăрман варрине вырнаçнă. Вĕсем çуна валли тукăн авса пурăннă тет. "Тукăн" сăмаха тĕпе хурса хăйсен ялне те Туканаш теме пуçланă".

Ял темиçе урамран тăрать: Мăн кас, Çимĕк кас, Упа кас, Курак кукри, Пĕчĕк кас. Чи малтан Упа кас урамĕ пуçланса кайнă пулмалла. Вăл хăй те темиçе урамран тăрать: Вăрман кукри, Пань çучĕ, Хапăс кукри, Сăр кукри. Хапăс кукри – чи ватă урам. Урама пуçарса яраканĕ Вăрмар районĕнчи Хапăс ятлă ялтан куçса килнĕ пĕр пуян çын пулнă пулмалла. Çак çын питĕ нумай выльăх-чĕрлĕх тытнă. Вилес умĕн ырă чунлă пуян пĕтĕм пурлăхне Иванов хушаматлă тарçине парса хăварнă пулас. Асăннă урамра халĕ те Иванов хушаматлă çемьесем вун пĕре яхăн. Çимĕк кассине вара чи малтан Çемен ятлă çын килсе ларнă теççĕ кунти ватăсем.

Туканаш çывăхĕнче историллĕ паллă вырăнсем те питĕ нумай. Вĕсем: Хула çучĕ, Çĕр çăтни, Киремет çучĕ.

Ялти ватăсем Çĕр çăтни тата Киремет çинчен каласа панине итлеме питĕ кăсăклă. Çĕр çăтни пирки вĕсем, акă, мĕнле каласа параççĕ: "Ĕлĕк-авал çак вырăнта çичĕ кил пурăннă. Кашни килтех хитре çынсем пулнă имĕш. Турă каланине итлемесĕр тăванпа тăван çемье çавăрса пурăнма тытăннă. Хăйсен илемне ытараймасăр туйра çапла каласа ташланă тет: "Хамăр чипере çынна памастпăр, çын усалне йышăнмастпăр". Çĕр çак намăса чăтаймасăр путса анса кайнă тет. Çакăн хыççăн темиçе кун çĕр айĕнчен автан авăтни илтĕнсе тăнă тет. Халĕ те пулин çĕрле кунта пĕччен çÿреме хăрушă тет. Çур çĕр çитнĕ чух хĕрарăмсем туй юрри шăрантараççĕ имĕш. Е пĕр-пĕр мĕлке темĕн шыраса çÿрет тет. Ирхине кайса пăхсан нимĕнле йĕр те курма май çук. Ваттисем каланă тăрăх, ял пуçланса кайиччен унта хыр вăрманĕ кашласа ларнă, мĕншĕн тесен çуркунне Çĕр çăтни тĕлĕнчен хыр патакĕсем юхкаласа аннисем те пулкаланă.

Асăннă вырăнтан инçех мар Киремет çучĕ пур. Киремет авалхи чăвашсен тĕнĕпе çыхăннă. Вăл халăхăн Турăпа çыхăнмалли вырăнĕ шутланнă. Кунта тĕрлĕрен йăла-йĕрке ирттернĕ, чÿк кĕллисем каланă, ырăпа хаяра çырлахтарма тăрăшнă. Чÿклемене тĕрлĕ вăхăтра ирттерме пултарнă: тырă-пулă пухса кĕртнĕ хыççăн та, шăрăх çанталăк вăраха тăсăлса кайсан та, инкек-синкек килсе тухсан та. Ваттисем ас тăвасса ку çутра темиçе йывăç ÿснĕ. Анчах халĕ пĕртен-пĕр ватă çăка кăна, ытти йывăçсем ÿксе пĕтнĕ, вырăнĕсем çеç упранса юлнă. Халĕ Киремете ĕненесси те йăларан тухса пырать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика