24 декабря 2008 г.
Малтанхи пĕлĕве эпир шкулта илетпĕр. Кунта пире ырă та хисеплĕ учительсем ăс-тăн параççĕ. Пуçламăш классенче вулама-çырма вĕренетпĕр те вăтам классене куçатпăр. Кунта вĕренÿ кăштах улшăнать: кашни предметпа урăх учитель ăс парать, пĕр кабинетран теприне çÿреме тытăнатпăр, класс ертÿçине те урăххине лартаççĕ.
Пиллĕкмĕш класран пуçласа çиччĕмĕшчен Калерия Васильевна Васяткина класс ертÿçи пулса ĕçлени асрах-ха. Вăл – математика учителĕ, вашаватлăхĕпе, çемçе кăмăлĕпе, ырă чунĕпе тыткăнлатчĕ. Уроксене яланах тĕплĕ ăнлантаратчĕ, енчен те мĕн те пулин ăса хываймасан вăл çавнах тепĕр хут калама та ÿркенместчĕ. Калаçасса яланах шухăшласа, çын çине сасă хăпартмасăр пуплетчĕ. Кашни сăмахĕ шухăша яратчĕ, ăса вĕрентетчĕ. Çавăнпа пурне те килĕшетчĕ вăл.
Пирĕн шкулта кашни çулах класс кунĕсем иртеççĕ. Çак уява класри пур ача та тăрăшса хатĕрленет. Эпир те тĕрлĕ сценкăсем, концертсем лартма юрататтăмăр. Спектакльсем валли хамăра тĕллĕн тĕрлĕрен çи-пуç хатĕрлеме тăрăшаттăмăр. Калерия Васильевна ачасене нихăçан та "лайăххисем" тата "япăххисем" çине пайламастчĕ. Хăш-пĕр ачасем, акă, вăл е ку предметпа ĕлкĕрсе пыраймаççĕ, анчах урăх çĕрте питĕ маттур. Эпир класс ертÿçине кÿрентерес мар теттĕмĕр, çавăнпах пулĕ шкулти конкурссенче малти вырăнсене çĕнсе илеттĕмĕр.
Калерия Васильевнан амăшĕ те вĕрентекен пулнă. Вăл Туканашра (ун чухне кунта та шкул пулнă) вĕрентнĕ. Ăна ялта халĕ те ырăпа асăнаççĕ.
Ыр кăмăллăх ăруран ăрăва куçса пынă пирĕн вĕрентекенĕн. Унăн хĕрĕ те, Ольга, çав тери илемлĕ те ăшă чунлă. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл хăйне питĕ сăпайлă тытатчĕ. Ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн халĕ Шупашкарта пурăнать. Ывăлĕсем – Петьăпа Миша – ашшĕпе амăшне хăйсене пăхса ÿстернĕшĕн тав сăмахĕсем кăна калаççĕ.
Халĕ Калерия Васильевна Васяткина тивĕçлĕ канура. Пире çакăн пек ырă та сăпайлă çын вĕрентнĕшĕн эпир савăнатпăр, пĕлÿ панăшăн хамăрăн вĕрентекене тав тăватпăр. Калерия Васильевна, çирĕп сывлăхлă, вăрăм кун-çуллă пулма сĕнетпĕр сире!