АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса

24 декабря 2008 г.

Ялсенче паян çĕнĕ те хăтлă çуртсем çĕкленни камăн чунне савăнтармĕ-ха; Çакăнта çынсен пуянлăхĕ ÿсни, вĕсем хăйсен пурнăçне тăван тăрăхпа яланлăхах çыхăнтарма тăрăшни палăрать-çке.

Раççей тата Чăваш Ен правительствисем халăх пурнăçне лайăхлатас, çынсене ĕçлеме тата канма кирлĕ условисем туса парас тĕлĕшпе сахал мар ырă ĕçсем туса ирттереççĕ. Çакă пĕтĕмпех ялсене аталантарас тата вĕсенче çамрăксене ытларах хăварас тĕллевпе пулса пырать. "Çурт-йĕр" федераллă программăн "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çум программăпа килĕшÿллĕн 2002-2010 çулсенче çурт туянма тата çĕнĕрен тума 12 çамрăк çемье федераллă тата республика бюджечĕсенчен пурĕ 4647,75 пин тенкĕ укçа илнĕ. Района федераллă бюджетран 3497,802 пин, республика бюджетĕнчен 885,45 пин тенкĕ килнĕ. Вырăнти бюджетран вара 264,498 пин тенкĕпе усă курнă. Кунта çакна та палăртмалла. Республика бюджетĕнчен уйăрнă 47,297 пин тенкĕпе ку таранччен те усă курман-ха. Ку тепĕр çамрăк çемьене социаллă тÿлевпе тивĕçтерме çитеймест.

Чăваш Республикин Президенчĕ 2002 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче кăларнă "Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерессине вăйлатмалли мерăсем çинчен" Указа пурнăçласа çамрăк çемьесене социаллă тÿлевпе тивĕçтерес ĕç малалла пырать. Ку енĕпе республика бюджетĕнчен района 1041,4 пин тенкĕ уйăрса панă. Ăна ултă çамрăк çемье илĕ.

"АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕ те çамрăксене çурт-йĕр лартнă çĕрте ырă витĕм кÿрет. "Ялăн 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" программăпа килĕшÿллĕн 2007 çулхи лимитпа кăçалхи март уйăхĕнче виçĕ çамрăк çемье федераллă бюджетран 618,1 пин тенкĕ субсиди илнĕ. Тĕрĕсрех калас пулсан, ку укçа-тенкĕне çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕллевпе уйăраççĕ. "Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" программăпа вара çичĕ çамрăк çемьене 1879,6 пин тенкĕпе тивĕçтернĕ. Укçа-тенкĕ федераллă тата вырăнти бюджетсенчен килнĕ. Çавăн пекех ялта ĕçлесе пурăнакан тăхăр граждана çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 1280 пин тенкĕ панă. Ку укçа вара федераллă бюджетран.

Кăçал çулталăк вĕçлениччен тата икĕ çынна 254,0 пин тенкĕ хушма социаллă тÿлевпе тивĕçтермелле пулать. Вĕсен ячĕпе Россельхозбанкра ятарлă счетсем уçнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, хваттер е çурт-йĕр ыйтăвĕ яланах çивĕч пулнă. Вăл халĕ те çаплах. Ялта çамрăк специалистсем, çамрăк çемьесем ытларах юлччăр тесен вĕсене пулăшни кирлĕ. Патшалăх ку енĕпе тĕрĕс çул-йĕр тытса пыни савăнтарать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика