27 декабря 2008 г.
1944 çулхи декабрĕн юлашки кунĕ. Шартлама сивĕ тăрать. Эпĕ урамра камăн кăмакинчен тĕтĕм тухасса кĕтетĕп. Мана çунакан кăмрăк кирлĕ-çке. Ĕнер кăна çунашкапа Вырăсушкăнь вăрманĕнчен туртса килнĕ хăрăк туратсене чĕртсе яма шăрпăк çукки илсе тухрĕ кунта. Шухăшăм вара Яманкасси шкулĕнче. Унта паян Çĕнĕ çул уявĕ иртмелле. Часах кăмрăк та шыраса тупрăм, ăна кăмака умĕнче тăракан аннене тыттартăм та шкула вĕçтертĕм. Эпĕ ун чухне тăваттăмĕш класра вĕренеттĕм.
Шкул тулли халăх пухăннă иккен. Эпир вĕренекен класра ялти лавкка тĕрлĕ тавар сутать. Канфет, премĕксем куçа илĕртеççĕ, анчах кĕсье пуш-пушă. Кунтах анчахрах вăрçă хирĕнчен таврăннă пĕр алăллă Федор Сахаров, икĕ костыль çине тайăнса тăракан Николай Герасимов, Андрей Ельцов тата ыттисем те. Вăрçă паттăрĕсем умри эрех кĕленчине тимлесех пушатаççĕ. Хăйсем питĕ хаваслă, куçĕсем шĕл кăвар. Вĕсем кĕçех вăрçă вĕçленесси çинчен шавлăн калаçаççĕ.
Яш-кĕрĕм вăхăта сая ямасть. Хĕрсемпе каччăсем коридора пухăннă та ташша çапаççĕ. Тури Хветут купăс калать. Пуринчен те маттурри – Вихтăр Аркадьев. Пулас матрос "Яблочко" ташша пурин кăмăлне каймалла ташлать. Пултарулăхне хакласа ăна хăшĕ мăйăр, хăшĕ хĕвел çаврăнăш парса чысларĕç.
Кĕçех чăрăш вырнаçтарнă класс алăкĕ уçăлса кайрĕ. Симĕс чăрăш мăнаçлăн ларать, ăна тĕрлĕ теттесемпе илемлетнĕ. Хавас кăмăллă çынсем пĕр самантрах елка тавра ташлама тытăнчĕç. Хĕл Мучийĕ кам-ши; Пирĕн кÿршĕ Федот Тимофеев иккен. Вун улттăра кăначчĕ-ха ун чухне вăл, ял Совет секретарĕнче ĕçлетчĕ. Хăй шап-шурă тумтирпе, уринче вара пысăк çăпата. Сухалĕ ура тупанне çитет.
Хветут пире, шкул ачисене, сăвă-калав вулаттарать, тупмалли юмахсем парать.
– Пирĕн картара пĕр ĕне, тăватă сурăх. Миçе ура, миçе хÿре; – ыйтать вăл.
– Çирĕм ура, пилĕк хÿре, – кăшкăрса ятăм эпĕ.
Хĕл Мучи ман патарах пычĕ те: "Акă сана Çĕнĕ çул парни" – тесе елка çинче çакăнса тăракан кĕнеке кантрине пысăк хачăпа татса ячĕ.
– Ку кĕнеке "Ботаника" ятлă, – терĕ Хĕл Мучи. – Ăна вуласан эсĕ çут çанталăка юратма вĕренĕн, пысăк ăс пухăн.
Çак кунхинех манăн туссем – Саша Ундесев, Элекçи Григорьев, Николай Гордеев, Витя Ельцов тата ыттисем те парнеллĕ пулса тăчĕç. Елка мĕн каçченех тăсăлчĕ.
Декабрь уйăхĕн вĕçĕнче илме тивĕçнĕ парне – кĕнеке – манăн пурнăçра чи хаклă парнесенчен пĕри пулчĕ теме юрать. Шкул пĕтерсен эпĕ медицина училищинчен тата институтĕнчен вĕренсе тухрăм. Çĕнĕ çул уявĕнче панă "Ботаника" вара ăс-тăна пуянлатма, професси ăсталăхне ÿстерсе пыма пулăшакан компас пулса тăчĕ.