27 декабря 2008 г.
Спорт – сывлăх çăл куçĕ тесе ахальтен каламан. Спортпа туслисем вара кирек мĕнле ĕçре те пуç усмаççĕ, ÿсĕмпе савăнтараççĕ. Районти потребкоопераци тытăмĕнче тăрăшакансем те пушă вăхăта спортпа çыхăнтарма тăрăшаççĕ. Пысăк коллективра вара спортăн тĕрлĕ енĕсене кăмăллакан çамрăксем, çавăн пекех аслăрах çулхисем сахал мар. Акă, кăçал райпо тытăмĕнче ĕçлекен спортсменсем уйрăмах активлăхпа палăрнă. Республикăри потребкоопераци ĕçченĕсем хушшинче ирттернĕ Спартакиадăри ăмăртусене пĕр сиктермесĕр хутшăннă. Кашни тупăшурах вĕсем çивĕч кĕрешнĕ, малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Çав хушăра ăмăртура çĕнтерме çăмăл маррине кашни спортсмен лайăх туйнă. Çавăнпа райпо команди тупăшăва тĕплĕн хатĕрленнĕ. Команда капитанĕ Н.Н.Соколова (вăл товароведра тăрăшать) ушкăна лайăх йĕркелесе пынине асăнмалла. Райпо председателĕ А.Ю.Степанов, хăй те спорта чунпа парăннăскер, суту-илÿре тăрăшакансене ăмăртусене хутшăнма майсем туса парсах тăнă.
Пурне те паллă, вăйăра чи маттуррисем çеç çĕнтерÿ тăваççĕ. Малти вырăна çĕнсе илес тĕллевпе старта тухнă та ĕнтĕ. Кашнинчех çулталăк вĕçленсе пынă май Чăвашпотребсоюз Спартакиадăна пĕтĕмлетнĕ: районти райпо командин спортсменĕсем спортăн тĕрлĕ енĕпе палăрса республикăра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ илнех – Чăвашпотребсоюзĕн I степеньлĕ Дипломне, çавăн пекех спорт хатĕрĕсем туянма 10 пин тенкĕлĕх свидетельствăае тивĕçнĕ.
Çĕнтерĕве туптама ăнтăлни, вăхăта шеллемесĕр хатĕрленни сая кайман.
Тăрăшмасăр, вăй хумасăр çитĕнÿ пулмасть çав. Спортри ÿсĕм вĕсене малалла ĕçлеме хавхалантарать.