27 декабря 2008 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи следстви уйрăмĕнче 4 следователь вăй хурать. Кăçалхи 11 уйăх хушшинче вĕсем суда 48 айăплав хучĕ ярса панă, çак уголовнăй ĕçсемпе айăпланнă 55 çын суд умне тăрса явап тытнă. Уйрăмах следстви уйрăмĕнче тăрăшакансен халăхăн пурлăхне вăрланă фактсемпе уголовнăй ĕçсене тĕпчеме тивет. Ытларах хуçисем пăхса-асăрхаса тăман мунча, сарай, кил-çуртран укçа, çи-пуç, музыка аппаратури, сотовăй телефонсем, хура тата тĕрлĕ тĕслĕ тимĕр-тăмăр, стройкăра кирлĕ ĕç хатĕрĕсем вăрлаççĕ. 2008 çулта уйрăмах çын сывлăхне пысăк сиен кÿнипе çыхăннă преступленисен шучĕ ÿснине палăртмалла. Сăмах май, кун пек преступленисене ытларах чухне "хаяррине" тутаннă хыççăн тăваççĕ.
Çавăн пекех кăçал водитель прависĕр юлнă, эрех ĕçнĕ çынсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнине пула çын пурнăçне татнипе çыхăннă уголовнăй ĕçсене те пăхса тухнă.
Экономикăлла преступленисене (сутуçăсем, лавккасемпе хуçалăхсен заведующийĕсем, коллективлă предприяти ертÿçи тунă) тĕпченĕ май учрежденисемпе организацисен, предприятисен ертÿçисем ячĕпе саккуна пăсассине пĕтерме майсем шырамалли çинчен калакан представленисем тăратнă.