АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕхе чунпа туйса

14 января 2009 г.

Хĕрлĕ Чутай районĕ кăçал республикăри «Çутă пултăр!» («Да будет свет!») фестивале хутшăнса республикăри районсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă. Конкурсра çĕнтернĕшĕн приз фондĕнчен уйăрса панă 98000 тенкĕне тивĕçнĕ. Кăçалхи январĕн 7-мĕшĕнче район пуçлăхне Александр Крикова çав парнене савăнăçлă лару-тăрура панă.

Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи хуласемпе районсен пуçлăхĕсен Канашĕн пĕрлехи ларăвĕн протоколĕн тата приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен Канашăн йышăнăвĕсене ĕçе кĕртсе пирĕн район администрацийĕ республикăри «Çутă пултăр!» фестивале активлă хутшăннă. Малтанах урамсене, картишсене, ялсене, ял тăрăхĕсен территорийĕсене, предприятисемпе организацисен çурчĕсене çутăпа илемлетес тĕлĕшпе ирттермелли районти конкурс положенине çирĕплетнĕ. Конкурс тĕллевне палăртнă – паянхи çутă искусствипе усă курса техника прогресĕн пĕлтерĕшĕ ÿснине кăтартса парасси, ку енĕпе çĕнĕ элементсемпе усă курасси, çапла вара хамăр пурăнакан, ĕçлекен вырăна тирпей-илем, хăтлăх кĕртесси.

Конкурсăн малтанхи тапхăрĕ кăçалхи сентябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 10-мĕшĕччен пынă. Районти 10 ял тăрăхĕнчи картишсем, урамсем, ялсем, предприятисемпе организацисен çурчĕсем тупăшăва хутшăннă. Ял тăрăхĕсен ĕç ушкăнĕсем çутăпа илемлетнĕ чи лайăх объектсене палăртнă, материалсене район комиссине ярса панă.

Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ октябрĕн 10-20-мĕшĕсенче иртнĕ. Унта ял тăрăхĕсенчи çĕнтерÿçĕсем тупăшнă. Районти комисси вара, район пуçлăхĕ А.И. Криков ертсе пынипе, заявкăсемпе материалсене пăхса тухнă, виçĕ çĕнтерÿçĕне палăртнă.

Пĕрремĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай райпоне пама йышăннă. Чăнах та, суту-илÿ ăстисен ĕçĕ курăмлă тата пархатарлă. Акă, Хĕрлĕ Чутайри Çĕнтерÿ лапамĕнче вырнаçнă суту-илÿ центрĕн, предприяти кантурĕн стенисене тул енчен илемлетсе тухнă. «Березка» ресторан та каçсерен тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе ялкăшса ларать. Çавăн пекех прожекторсем вырнаçтарнă. Ресторан, столовăй тата лавккасен вывескисене тĕслĕ металран хатĕрленĕ, çутă парса тăрассине йĕркеленĕ.

Атнар ял тăрăхĕ, унти специалистсем çĕнĕ пуçарусем тунипе палăрнă. Хальхинче вĕсем иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çакă тăрăшмасăр пулман. Тĕслĕхрен, администраци çурчĕн фасадне винил сайдингĕпе витнĕ, каçхине прожекторпа çутатса тăраççĕ. Кунпа пĕрлех çурт, фонтан, «Колосок» ача сачĕ, пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕ, ветерансен Атнарти çурчĕ çывăхĕнче лартса тухнă юпасем çине çаврака хунарсем вырнаçтарнă.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ конкурсра виççĕмĕш вырăна тухнă. Паллă ĕнтĕ, коллектив район центрне тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе чылай ĕçлет. Хĕрлĕ Чутайăн Кивĕ центрĕнче вăл хăйĕн вăйĕпе тата укçи-тенкипе пĕве урлă çуран каçмалли икĕ тимĕр кĕпере пăхса тăрать, кĕперсене çаврака светильниксемпе çутатса тăрассине йĕркеленĕ. Вĕсем урлă çемье çавăракан мăшăрсем ЗАГС-ра çырăннă хыççăн 1801 çулта уçăлнă Крестовоздвижени чиркĕвне венчет тăма каçаççĕ. Чиркÿ çине тăватă енчен прожектор çути ÿкет. Пĕвепе кану зонинче каçхи вăхăтра çутă вылять. Çавăн пекех район центрĕнчи Çĕнĕ, Советски тата Ленин урамĕсенчи электролини юписем çине чăваш орнаментлĕ тĕрлĕ тĕслĕ светильниксем вырнаçтарнă.

– Районти конкурса хатĕрленсе ирттернĕ тата вăл вĕçленнĕ хыççăнхи тапхăрсенче тунă положение, мероприятисен планне, çутăпа илемлетнине техникăпа экономика тĕлĕшĕнчен çирĕплетсе кăтартнине, тĕрлĕ тĕслĕ фотоматериалсене тата ыттине те Чăваш Республикин Культура министерствин культурăллă программăсен Дирекцине çитерсе патăмăр, – терĕ район пуçлăхĕн çумĕ, обществăлла инфратытăм тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Иван Хораськин. – Эпир ытти районсем хушшинче çĕнтерсе пĕрремĕш вырăна тухни япăх-и вара; «Çутă пултăр!» фестиваль çавăн пекех урамсене тирпей-илем кĕртме, хальхи дизайнпа усă курма, çурт-йĕрпе сооруженисене хăтлăх кÿме, бизнеса, туризма аталантарма пулăшрĕ. Обществăлла инфратытăма аталантарас ĕçре лайăх кăтартусем тума, урамри çутă сетьне йĕркелеме, çутăпа художество тата эстетика тĕлĕшĕнчен çĕнĕ пуçарусем тума май пачĕ.

Статья пуçламăшĕнче приз фондĕнчен уйăрса панă 98000 тенкĕ çинчен асăннăччĕ. Çав укçа çĕнтерÿçĕсен аллине куçнă ĕнтĕ. Пĕрремĕш вырăншăн райпона 35000 тенкĕ, иккĕмĕшшĕн Атнар ял тăрăхне – 33000, виççĕмĕш вырăншăн çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятине 30000 тенкĕ парса чыс тунă. Ку кăна мар-ха. Атнар ял тăрăхĕнчи Кузьминсен çемйи хăй пурăнакан çурта иллюминаципе лайăх илемлетнине палăртса хăварнă.

Çутă уявĕ районта çÿллĕ шайра иртни, хĕрлĕчутайсем республикăра ăнăçу туни савăнтарать. Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте пурăнакансем малашлăха пăхаççĕ, илемлĕхе чунпа туяççĕ...

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика