17 января 2009 г.
Январĕн 13-мĕшĕнче райадминистрацин Пĕчĕк залне Атнарпа Ачкасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, «Коминтерн» тата «Путь Ильича» ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, ял хуçалăх специалисчĕсем пухăннă. Вĕсем малтанах 2008 çулхи производствăпа финанс ĕçĕн планне мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă. Ун хыççăн район администрацийĕ ял тăрăхĕсем тата хуçалăхсем хушшинчи экономикăпа социаллă хутшăнусем çинчен килĕшÿ тунă. Сăмах май, çакăн пек килĕшĕве райадминистраци пур ял хуçалăх предприятийĕсемпе те хатĕрлет.
– Килĕшĕвĕн тĕп тĕллевĕ – Чăваш Республикин экономикăпа социаллă аталанăвĕн 2020 çулчченхи Стратегийĕсене, ЧР экономикăпа социаллă аталанăвĕн 2009-2010 çулсенчи комплекслă программипе, «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртсе районти халăхăн пурнăç пахалăхне тата экономикăпа социаллă сферăна ÿстересси, – тет райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Коробков. – Çапла вара икĕ енĕ те хăйсен умне тĕрлĕ тивĕçсем палăртаççĕ. Акă, район администрацийĕ агропромышленность комплексне аталантарма ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене тĕрлĕ шайри бюджетран патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме пулать. Ял тăрăхĕсемпе хуçалăхсем вара ял хуçалăх производствин калăпăшне ÿстерме, ĕçченсене вăхăтра ĕç укçи тÿлесе тăма йышăнаççĕ. Çавăн пекех малта пыракан технологие сарса пырасси, выльăх-чĕрлĕх ытларах ĕрчетес тĕлĕшпе çăмăллатнă кредитсемпе усă курасси, ăратлă çамрăк выльăх, çĕнĕ техникăпа оборудовани туянасси тĕп вырăнта. Çакăн пек пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлемелли пунктсем нумай. Вĕсене чыслăн пурнăçласа пыни ял хуçалăхĕнчи ĕçе лайăхрах йĕркелесе яма, çулталăка ăнăçлă вĕçлеме пулăшасса шанас килет.
Николай Федорович Ачкасси ял тăрăхĕпе «Путь Ильича» уçă акционер обществи палăртнă хăш-пĕр цифрăсемпе паллашма сĕнчĕ. Тĕслĕхрен, кăçал 1575 тонна тĕш тырă туса илмелле. Пĕлтĕр 1021 тонна пулнă. Çĕр улми çитĕнтерсе пухса кĕртессине те ÿстермелле. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура çакна палăртнă: кашни çулах пĕр миллион тонна тĕш тырă тата çĕр улми туса илмелле. Ачкассисем çакна шута илнĕ – ял халăхĕпе пĕрле хуçалăхăн 4725 тонна «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтермелле, пуçтарса управа хывмалла.
Иртнĕ çул ку тăрăхра усă курман 348 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Кăçалхи тĕллев пысăкрах – 420 гектар. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 900 гектар йышăнать. Ку пĕлтĕрхи чухлех.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине те вăйлатма палăртнă. Кăçал мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 1458 пуç ĕне выльăх пулмалла. Çав шутран ĕнесен йышне 866 пуçа çитермелле. Халăхĕнпе пĕрле 414 тонна аш-какай, 3151 тонна сĕт хатĕрлемелле пулать. «Путь Ильича» обществăпа илсен, 100 ĕне пуçне 80 пăру илмелле, самăртма хупнă ĕне выльăхсене талăкра вăтамран 500-шер грамм ÿт хуштармалла. Кашни ĕнерен çулталăкра 2190 килограмран кая мар сĕт сумалла.
Умри тĕллевсене пурнăçа кĕртесси ял ĕçченĕсен тăрăшулăхĕнчен нумай килет. Ĕçне кура – тÿлевĕ тенине хуçалăх ертÿçисемпе бухгалтерсен яланах асра тытни кирлĕ. Иртнĕ çул хуçалăхри кашни çын уйăхра вăтамран 3743 тенкĕ ĕç укçи илнĕ. Кăçал çак хисепе 4200 тенке çитересшĕн.
– Ял тăрăхĕсем, пĕрлешÿллĕ предприятисем район администрацийĕпе тунă килĕшÿсем Чăваш Республикин Президенчĕ 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртнине пурнăçлас тĕлĕшпе вăй-хала шеллемесĕр ĕçлеме шанчăк çуратаççĕ, – терĕ юлашкинчен Н.Коробков. – Çапла пулмалла та вăл. Çирĕп никĕс хывмасăр пÿрт-çурт çавăраймăн. Çавăн пекех тĕллевсене палăртмасăр ÿсĕм тăваймăн.