АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп ыйту – йĕркелĕхе сыхласси

17 января 2009 г.

Январĕн 12-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕнче 2008 çулта право йĕркине пăхăнманнине хирĕç кĕрешесси, киревсĕр ĕçсен çулне пÿлесси, преступленисене уçса парасси мĕнле пурнăçланса пыни пирки отчетлă пуху пулчĕ. Унта район пуçлăхĕ А.И.Криков, ЧР Шалти ĕçсен министерствин тата шалти çарсен ветерансен Канашĕн председателĕ М.Ф.Киселев генерал-майор, шалти ĕçсен министерствин милицин участок уполномоченнăй организацийĕн тата çул çитменнисемпе ĕçлекен пай начальникĕн çумĕ, Хĕрлĕ Чутайри шалти ĕçсен пайĕн тĕп кураторĕ, милици майорĕ С.А.Егоров тата районти ытти органсенче тăрăшакан йĕрке хуралçисем хутшăнчĕç.

Чи малтанах пухăннисем умĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ, милици полковникĕ С.Х.Ефремов 2008 çулхи ку сферăри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе доклад турĕ. Станислав Хрисанович пĕлтернĕ тăрăх, 2008 çулта район территорийĕнче преступленисен шучĕ самаях чакнă, киревсĕр ĕçсене уçса парасси те лайăхланнă. Çакна фактсемпе цифрăсем хăйсемех кăтартаççĕ.

2008 çулта 231 преступленилле ĕçе шута илнĕ, ку 2007 çулхипе танлаштарсан 16 процент пĕчĕкрех. Преступлени пулассине асăрхаттарас тĕллевпе профилактика ĕçне аван йĕркеленĕрен йывăр мар преступленисен шучĕ чакнă: вăрă ĕçĕсем – 32,4 процент, ют пурлăха хапсăнни – 21,1, ултав – 71,4. Çынна пусмăрласа мăшкăланă пĕр тĕслĕхе регистрациленĕ, çурт-йĕре, хуралтăсене юриех тĕртни пулман.

«Хĕрÿ йĕрсем» тăрăх иртнĕ çулта пурĕ 213 преступление уçса панă, е вăл 80,7 процентпа танлашать. Каçхи вăхăтра «Шырав» ушкăнсем ĕçлеççĕ. Вĕсем çулталăк хушшинче 30 преступление уçса пама пулăшнă.

Милици сотрудникĕсем урамри йĕркелĕхшĕн сыхă тăраççĕ пулин те, обществăлла вырăнта 23 преступление регистрациленĕ, ку виçĕм çулхинчен 21,1 процент ÿснĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем Ачкасси, Пантьăк, Кив Атикасси, Хусанушкăнь ял тăрăхĕсенче ытларах пулнă.

Эрех ĕçекенсен хисепĕ ÿсни, преступленисене ÿсĕр çынсем туни паянхи кун никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çав сăлтавпах район территорийĕнче çынна вĕлернĕ 4 тĕслĕх пулнă. 2007 çулта та çакăн пек хăрушă 4 ĕçе регистрациленĕ. Тĕрĕслев çакна кăтартать: йывăр преступленисене малтан судпа айăпланнисем тата ĕçкĕçсем тăваççĕ. Çакă милицин участок уполномоченнăйĕсемпе ял тăрăхĕсен специалисчĕсем халăхпа профилактикăлла ĕçсене тĕллевлĕ туса пыманнипе, ял çыннисен пурнăçĕпе интересленсех кайманнипе çыхăннă пулĕ.

2008 çулта 15 преступник шыравра пулнă, 11-шне тупса палăртнă. Çул çитмен 3 çамрăк шыравра пулнă, 2-шне тăван киле тавăрнă, Шĕмшешре пурăннă Д.Сергеевана (1991 çулхискер) паянхи кун та шыраççĕ.

Иртнĕ çулхи 12 уйăх хушшинче административлă йĕркене пăснă 4923 тĕслĕхе шута илнĕ. Килте эрех хатĕрлесе сутнăшăн 29 протокол çырнă, 1 çынна суррогатпа услам тунăшăн тытса чарнă. Штрафсен пĕтĕмĕшле сумми 656300 тенкĕпе танлашнă.

Милицин участок уполномоченнăйĕсем (вĕсем пурĕ 8 ) халăх тăратнă 722 заявление пăхса тухнă, вĕсенчен 73 материалне суда янă, 48 преступление уçса панă.

Çул çитмен çамрăксем хушшинче преступлени тăвасси чакнă – 8, малтанхи çул 17 хутчен йĕркене пăснă. Иртнĕ çул шалти ĕçсен пайĕнче 22 çамрăк учетра тăнă. Вĕсенчен 16-шĕ ÿсĕрле милици аллине лекнĕ. Палăртма кăмăллă, район центрĕнче ашшĕ-амăшĕн патрульне йĕркеленĕренпе çул çитмен çамрăксем право йĕркине пăснă тĕслĕхсем сахалланнă.

Çул-йĕр çинчи лару-тăру пирки те асăнмасăр иртме çук. Çулталăк хушшинче 13 çул-йĕр аварийĕ пулнă, инкекре 5 çын вилнĕ, 10-ăн аманнă. ГИБДД ĕçченĕсем правилăсене пăснă 3596 водителĕн çулне пÿлнĕ, 29-шĕ руль умне ÿсĕрле ларнăшăн лекнĕ.

Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем пăшал хуçисем йĕркене пăхăнса пурăннине тĕрĕсленĕ. Çак тĕрĕслевре 31 çыннăн пăшалĕсене туртса илнĕ, 34 административлă протокол çырнă.

Милици сотрудникĕсене йĕрке хуралçисем тетпĕр пулсан вĕсене те служба тивĕçĕсене мĕнле пăхăннине, саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланине ытти органсем пăхса тăраççĕ. Иртнĕ çул район прокуратуринчен учетпа регистраци дисциплинине пăснăшăн 3 представлени пулнă, ун тăрăх 5 сотрудника дисциплина енчен тата 7-шне пурлăх тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă, вĕсенчен 2-шне выговор панă, 3-шне асăрхаттарнă.

Юлашкинчен С.Х.Ефремов шалти ĕçсен пайĕн ĕç-хĕлне хакласа çитес çулхи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ, милици сотрудникĕсене çĕнĕ çулта пĕлтĕрхинчен лайăхрах ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Çавăн пекех çулталăкри оперативлă лару-тăрăва пĕтĕмлетсе криминаллă милици тата обществăлла хăрушсăрлăх милици начальникĕсем Ю.А.Николаев, А.Н.Михопаркин, кадр ыйтăвĕсемпе А.А.Секайкин, çул-йĕр хăрушсăрлăх пайĕн начальникĕ Ю.Г.Ербулаткин тухса калаçрĕç, хăйсен ĕçĕсем енĕпе тĕплĕ отчет турĕç. Пухăннисем çынна вĕлернĕ, çул-йĕр çинчи инкексем тавра çивĕч калаçрĕç, йĕркесĕр ĕçсен çулне пÿлес тĕллевсене палăртрĕç. Акă, район пуçлăхĕ А.И.Криков çул-йĕр çинче пулакан тата ытти преступленисен шутне чакарас тесен, «Сура» автоçул çинче ГИБДД постне йĕркелеме сĕнÿ пачĕ. Çак сĕнĕве министерствăран килнисем те, пухăннисем те ырларĕç. Ку ыйтупа республикăри ГИБДД управленине çырупа тухмаллине каларĕç.

ЧР Шалти ĕçсен министерствин представителĕ, районти шалти ĕçсен пайĕн тĕп кураторĕ С.А.Егоров сотрудниксене преступноç шайне чакарас тесен профилактика ĕçне вăйлатма, саккунпа айăпланнисене тимлĕхре тытма, ĕçкĕçсене хирĕç кĕрешессине лайăхлатма, участковăйсене яваплăха туйса ĕçлеме, çул çитмен çамрăксене преступлени тăвассинчен асăрхаттарассипе тăрăшарах ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Юлашкинчен М.Ф.Киселев йĕрке хуралçисен ĕçĕ йывăр та пархатарлă пулнине палăртрĕ, çак çăмăл мар ĕçре вĕсене милици ветеранĕсем сĕнÿсем парса тĕрĕс çул кăтартса пынине каларĕ, малашне те обществăлла йĕркелĕхшĕн яваплăха туйса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ. Унтан служба тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн, 2008 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх республикăри Ветерансен канашĕ А.Портнов милици старшинине асăнса ирттернĕ конкурс çĕнтерÿçине – патрульпе пост службин ушкăн командирне Н.П.Вазикова «Республикăри чи лайăх милиционер» ятпа тата пысăк парнепе чысларĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика