АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Усăллă та, кирлĕ те

17 января 2009 г.

Вĕрентÿ тытăмĕ çĕнелсе улшăнса пынă май, пурнăç таппи аталанса пынă вăхăтра акăлчан чĕлхине пĕлни питĕ кирлĕ пулнине ăнланса илтĕмĕр.

" Акăлчан чĕлхи пире кирлĕ, ăна вĕренмелле" девизпа иртрĕ Мишеркасси шкулĕнче ют чĕлхесен эрни. Елена Алексеевна Захарова пире акăлчан чĕлхине юратма, унпа калаçма тата усă курма хăнăхтарас тĕлĕшпе вăйне шеллемесĕр тăрăшать. "Акăлчан чĕлхине вĕренес туртăм кашнин пултăрччĕ",– тесе тĕллев лартнă хăй умне учитель.

Малтанах ачасем олимпиадăна хутшăнса хăйсен ăс-тăнĕ мĕнле шăйра пулнине тĕрĕслерĕç, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç, панă тестсемпе ĕçлерĕç. Ку енĕпе 9 класри Денис Мухаров, 8 класра вĕренекен Галина Ильинапа Кристина Кондратьева пултаруллăрах пулчĕç.

Малалла ачасем: "Тĕнчери чи хитре вырăнсенчен те илемлĕрех, пуян çĕрсенчен те тулăхрах пирĕншĕн тăван кĕтес: Сăр, Хăнатар юхан шывĕсем, Хăвату тăвĕ, йĕри-таврари вăрмансем – хĕвелĕ те ăшăрах кунта, çилĕ те çепĕçрех, ачашрах", – тесе чуна хумхантармалла хăйсен ялĕсене сăнласа пама тăрăшрĕç. Уйрăмах "Манăн ял тепĕр 100 çултан" проекта Оля Романова, Ирина Хрисанова, Денис Мухаров тĕплĕ хатĕрленĕ. Акăлчанла хăвăртлăхпа вулассипе Ирина Хрисанована çитекенни пулмарĕ, вăл 1 минутра 135 сăмах вулама пултарчĕ.

Ăнăçупа çутă пуласлăхшăн тăрăшса вĕренер, акăлчан чĕлхи пурнăçра пире пулăшса пырасса шанса тăрар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика