АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçламăш шкул тата компьютер

17 января 2009 г.

Юлашки вăхăтра информаципе коммуникаци технологийĕсем пирĕн пурнăçа сисĕмлĕ хăвăртлăхпа пырса кĕчĕç, вăл шутра ачасене ăс парас, вĕрентес ĕçре те. Малтанах çак пулăмпа пур учитель те килĕшместчĕ. Хăш-пĕринчен çапла каланине те илтме пулатчĕ: "Эпир ĕмĕр тăршшĕпех доска çине пурăпа çырсах ачасене аслă шкула укçасăр вĕренме кĕмелĕх пĕлÿ панă". Ку çаплах-ха. Анчах паянхи кун лару-тăру сисĕнмеллех лайăхланчĕ. Шкулсене тĕрлĕ программăсемпе пынă тата грантсемпе илнĕ компьютерсен шучĕ те ÿсрĕ. Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви ирттерекен вĕрентекенсен аттестацийĕ вăхăтĕнче çак техникăна алла илнине хаклани те пысăк усă пачĕ пулас.

Ĕçсем ырă еннелле улшăннине Мăн Этменти вăтам шкулта йĕркеленĕ "Информаципе коммуникаци технологийĕсемпе усă курса ирттернĕ чи лайăх урок" кăтартăвĕсем те сăнласа параççĕ. Конкурса пурĕ 26 учитель хутшăнчĕ. Вуннăшĕ районти конкурса хутшăнма кăмăл турĕç.

Конкурса директор çумĕ Ю.Вадейкина йĕркелесе пычĕ. Хăй компьютера лайăх пĕлнипе пире те, пуçламăш класс учителĕсене, Интернетран илнĕ слайдсене чăвашла куçарса тухăçлă усă курма пулăшрĕ.

Вĕрентекенсем тĕрлĕ вариантлă программăсемпе, методикăсемпе ĕçлеççĕ. Кĕçĕн классенче тăрăшакансенчен Г.Бархоткина, И.Михеева, В.Немешкина Д.Б.Эльконинпа В.В.Давыдов методикипе усă курса вырăс чĕлхипе математика урокĕсенче лайăх кăтартусем тăваççĕ. Çавăнпа эпĕ те чăваш чĕлхи урокĕсенче çак тытăмри технологие ĕçе кĕртме тытăнтăм. Компьютерпа пур енлĕн, анлă усă курма тăрăшатăп. И.Михеева литература вулавĕн урокĕнче ИКТпа вырăнлă усă курчĕ: çĕнĕ материалпа паллаштарнă чухне те, малтан вĕреннине çирĕплетнĕ чух та. Г.Бархоткина, В.Немешкина та хăйсен урокĕсенче компьютер технологийĕпе тухăçлă ĕçлеççĕ. Этмен шкулĕнчи кĕçĕн класс учителĕсем хăйсен ĕçне çăмăллатас тесе "Хатĕр пулăшма" ушкăн йĕркеленĕ. Уçă уроксен материалĕсемпе, класс тулашĕнчи ăнăçлă уроксемпе вăхăтра усă курма май пултăр тесе пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.

Анчах та пуçламăш классене компьютер техникипе тивĕçтерменни пăшăрхантарать. Ачасене пур енлĕ аталантарас тесен, чи малтан, пуçламăш классенче кирлĕ хатĕрсем пулччăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика