17 января 2009 г.
Вĕрентÿ ĕçне çĕнетмелли комплекслă проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе районта малалла шанчăклă утăмсем тунине палăртма кăмăллă. Хальхи вăхăтра шкулсем умĕнче çивĕч задачăсем тăраççĕ – кашни ачана тарăн пĕлÿ парса пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пулăшасси, илнĕ пĕлÿпе пурнăçра усă курма хăнăхтарасси. Çапла вара çитĕнсен ăс-тăнлă, ăнăçусем тăвакан çын пулса тăтăр тесе тăрăшасси.
Комплекслă проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлеме, район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, 2007 çултах виçĕ ĕçлĕ ушкăнтан тăракан муниципаллă команда йĕркеленĕ. Ун йышне ресурс центрĕсен тата база шкулĕсен ертÿçисене кĕртнĕ. Çавăн пекех 2007-2009 çулсенче вĕрентÿ ĕçне çĕнетме комплекслă проекта пурнăçа кĕртмелли план-график туса хатĕрленĕ, ăна çирĕплетнĕ. Кунпа пĕрлех ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕ çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрасси тата илсе тăрасси пирки килĕшÿ тунă.
Çакна палăртса хăварас килет. Халĕ ялти кашни ачан, хăй ăçта пурăннине пăхмасăр, пĕтĕмĕшле паха пĕлÿ илме май пур. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутайри тата Мăн Этменти вăтам шкулсем ресурс центрĕсем пулнă май ку енĕпе ĕçе йĕркеллĕ туса пыраççĕ. Вĕсем Çĕн Атикассинчи, Атнарти, Питĕркассинчи шкулсемпе те тачă çыхăнура. Профильлĕ вĕрентĕве йĕркелени ачасене уйрăм предметсемпе курссене тарăнрах пĕлме, вăтам тата аслă шкулсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме пулăшать. Чи пахи – вĕренекенсен уйрăм программисене пурнăçа кĕртме май парать. Акă, хальхи вăхăтра çамрăк ăрăва ресурс центрĕсене тата база шкулĕсене 11 автобуспа илсе пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, куллен 295 ача (35 процент) шкул автобусĕпе çула тухать.
Иртнĕ çул Штанашри тĕп шкула, "Шкул автобусĕ" программăпа килĕшÿллĕн, 22 вырăнлă ПАЗ йышши автобус уйăрса панă. Çавна май халĕ Арайкасси ялĕнчи 16 вĕренекен транспортпа çул çÿрет.
2007-2008 вĕренÿ çулĕнче аслă классенче вĕренекенсен 72 процентне профильлĕ пĕлÿ панă. Халĕ ку хисеп 100 процента çитнĕ. Урăхла каласан, кашни шкултах ачасем хăйсем суйласа илнĕ курссенче пĕлÿ илме пултараççĕ. Паянхи кун пур вĕрентÿ учрежденийĕ те базислă вĕренÿ планне ăнăçлă пурнăçласа пырать. ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви çирĕплетнĕ планпа килĕшÿллĕн, 9-мĕш классене çÿрекенсемпе профильлĕ хатĕрленÿ умĕнхи, 10-11-мĕш классенчи çамрăксемпе профильлĕ вĕренÿ занятийĕсем пулаççĕ. Ачасене иккĕмĕш класран пуçласа ют чĕлхесене, виççĕмĕш класран информатика вĕрентеççĕ.
Юлашки тапхăрта сакăр шкулти 20 учитель педагогика ăсталăхне кăтартас тата вĕрентÿ ĕçне харпăр хăй тÿпине хывас тĕлĕшпе ирттернĕ конкурссене хутшăнса пултарулăх кăтартнă. Мăн Этменти вăтам шкулти Н.Полозин историкпа Тралькассинчи тĕп шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.Ермакова Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илме пултарнă. Сăмах май, çак гранта илме районти икĕ шкул документсем тăратнă.
Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем мĕн кăтартса параççĕ-ха; Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче шкул пĕтернĕ çамрăксен 100 проценчĕ вырăс чĕлхипе тата математикăпа патшалăх аттестацийĕ витĕр тухнă. Виçĕ е ытларах предметпа вара 54,6 проценчĕ экзаменсем панă. Учительсем çамрăк ăрăва паха пĕлÿ парассишĕн нумай тăрăшаççĕ. Шкулсенче компьютерсен шучĕ ÿссе пырать. 2007 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти 13,2 вĕренекен пуçне 1 компьютер пулнă. 2008 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче вара 1 компьютерпа 11,53 ача усă курнă. Пур шкулсене те Интернетпа çыхăнтарнă.
Ачасене çирĕп пĕлÿ парас тесен педагогсен хăйсен те тавра курăма ÿстермелле. Çакна шута илсе ертÿçĕсемпе педагогсем (пурĕ 94 çын) курссенче ăс-тăна пуянлатнă. 2007-2008 вĕренÿ çулĕнче 15 педагог аслă квалификаци категорие, 37 – пĕрремĕш категорие, 7 педагог иккĕмĕш категорие тивĕçнĕ, пурĕ 59 çын.
Тĕпрен илсен, вĕрентÿ ĕçне çĕнетмелли комплекслă проекта пурнăçлас тĕлĕшпе пирĕн район 2007 çулта муниципалитетсем хушшинче 24-мĕш вырăн йышăннă. Иртнĕ çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара 15-мĕш вырăнта пулнă. Çакă районта ачасене пĕлÿ парасси лайăхланса пынине кăтартса паракан ырă тĕслĕх.