АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭРЕХЕ ПУЛА ЙĔРКЕНЕ ПĂСАÇÇĔ

17 января 2009 г.

Январĕн 15-мĕшĕнче Райадминистраци специалисчĕсем ушкăнсем çине пайланса ял тăрăхĕсене çитрĕç, право йĕркине пăсакансемпе йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесемпе тĕл пулса калаçрĕç.

Район пуçлăхĕн çумĕ И.Л. Хораськин ертсе пыракан ушкăн Тралькасси ял тăрăхĕнче пулчĕ. Унти специалистсем тата милицин участок уполномоченнăйĕ М.В.Альгешкина Хăмарккари А.В.Сандомиров килне çитсе курма тĕллев лартрĕç. Мĕншĕн тесен пĕччен пурăнакан арçын час-часах каçхи шăплăха пăсать иккен, ĕçкĕпе аташать, кÿршĕсене канлĕ пурăнма чăрмантарать. Чăтăм пĕтнĕ ял çыннисем ял тăрăхне пĕлтернĕ. Шел те, хусах арçын «хăнасем» килессе пĕлнĕ-тĕр, кил-çурта питĕрсе тухса тарнă.

Сăмах май, Тралькасси ял тăрăхĕпе илсен, 2008 çулта преступленилле ĕçсен шучĕ чакнă (23), малтанхи çул 29 тĕслĕх пулнă. Право йĕркине пăсакансенчен чылайăшĕ судпа айăпланнисем пулнине палăртмалла. Иртнĕ çул кунта çынна вĕлернĕ тĕслĕх пулнă, пусмăрласа мăшкăллани те пур. Эрех хатĕрлесе сутнăшăн 2 пенсионера алăран ярса илнĕ. Йывăр çемьесен йышне Тралькассинчи 2 çемьене кĕртнĕ. Вĕсем ниçта ĕçлемесĕр ĕçсе çÿреççĕ, ачисен воспитанийĕпе тивĕçлĕ ĕçлемеççĕ. Çак ыйтусем тавра çивĕч калаçу пычĕ ял тăрăхĕнче.

Юлашкинчен пухăннисем ĕçкĕçсене хирĕç кĕрешес ĕçе вăйлатмалла, халăхпа профилактика мероприятийĕсене ытларах ирттермелле тесе йышăнса хăварчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика