АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аваллăха таврăнса

21 января 2009 г.

Атнарти культура çуртĕнче январĕн 19-мĕшĕнче "Пĕррехинче Кăшарни каçхине..." темăпа кану каçĕ иртрĕ. Уявра Атнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти тĕрлĕ классенче вĕренекен ачасемпе пĕрле культура ĕçченĕсем те хутшăнчĕç.

Кану каçĕн сценарине вырăс чĕлхине вĕрентекен учительсем Ф.А.Храмовапа Г.Д.Тимофеева хатĕрленĕ. Уява тĕрлĕ сценкăсемпе пуянлатма вара шкулти ытти чĕлхеçĕ-учительсем пулăшрĕç.

Чи малтанах Л. Яковлевапа (11 класс) Л.Индейкина (8 класс) пухăннисене Сурхури уявĕ çинчен каласа пачĕç. Унтан вара куракансем чăваш чĕлхипе литература учителĕ Л.А.Ешмейкина 9 "а" класс ачисемпе хатĕрленĕ "Сурхури" сценкăна курса киленчĕç. Сценкăра чăваш килĕсенче уява мĕнле хатĕрленнине, ачасем килĕрен киле çÿренине, çветкăсем выляса кулнине курма пулчĕ. Ачасем сцена çинче чăн-чăн артистсем пекех выляни пурин кăмăлне те кайрĕ.

6 класс ачисем вара, акăлчан чĕлхи учителĕ Н.А.Зайцева ертсе пынипе, çак уява акăлчан халăхĕ мĕнле хатĕрленсе ирттернине кăтартса пама пултарчĕç. Ачасем акăлчан чĕлхипе тикĕс калаçни, паллах, вĕрентекенĕн пархатарлă ĕçĕ.

Унтан чи интереслĕ самант... Çак уявсем вăхăтĕнче ĕлĕкренех хĕрсемпе каччăсем юмăç янă. 7, 8, 9, 11 классенче вĕренекенсем çав самантсене аван сăнарларĕç. (Хатĕрлекенĕсем – вырăс чĕлхи учителĕсем Р.Е. Кузьминапа Ф.А.Храмова).

Уяв вĕçленсе пынă май Т.Долгова (7 кл.) Кăшарни уявĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

Авалтан паян кунччен упранса юлнă Раштав уявĕсене тĕрлĕ халăх (чăваш, вырăс, акăлчан) мĕнле ирттернине кăтартма тăрăшрăмăр. Ваттисем калашле "Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, виç чĕлхе – виç ăс" тенине çирĕплетрĕмĕр. Кашни халăхăн йăли-йĕркинче ырлăхпа савăнăç, киленÿпе тараватлăх туйăмĕ тапса тăни курăнчĕ çак уявра.

Халăхăн ăс-хакăл пуянлăхĕ иксĕлми. Çепĕç юрă-кĕвĕ, илемлĕ ташă-çемĕ, янравлă сăвă-такмак, ăса вĕрентекен ваттисен сăмахĕсем, ырă сунса каланă халал-пехил, малашлăха ăнтăлма пулăшакан сăвап, ачасемпе çамрăксен хаваслă вăййи-кулли, халăхăн чипер йăли-йĕрки – çаксем пурте çыннăн пурнăçне, чун-чĕрине, кăмăл-туйăмне, ĕçне-хĕлне пуянлатакан ăс-пурлăх.

Апла пулсан халăх еткерне манар мар, ăна май пур таран ытларах пуçтарса ĕмĕртен ĕмĕре çĕклесе пырар. Хамăр пĕлни çеç çителĕксĕр, ăна ыттисем патне çитерни, вĕсен ăс-тăнне, чун-чĕрине витерни – сăваплă ĕç.

Кашни чăваш тăван халăха хисеплеме пĕлтĕр, унăн сăваплă йăли-йĕркипе мăнаçланма, çепĕç чĕлхипе уççăн калаçма, янăравлă сăвви-юррине çĕкленÿллĕн шăрантарса, чечекленекен çĕршывĕпе мухтанма пултартăр, чăн-чăн чăваш чунлă пултăр, чăваш ятне ан çĕрттĕр. Çапла пултăр!

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика