21 января 2009 г.
Виçĕм кун Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
«Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕпе çыхăннă шухăша аталантарса паян эпĕ республикăра ял тăрăхĕсенчи комплекслă строительство тата вĕсене хăтлăх кÿрес енĕпе ĕçлемелли пилот проекта алă пусрăм. Вăл ял тăрăхĕсенче хăтлăх шайне малалла çĕклес, унти пурнăçа илĕртÿллĕрех тăвас, ялсен территорийĕсен инвестици хастарлăхне ÿстерес тĕллевлĕ», – пĕлтернĕ Николай Васильевич канашлăва хутшăннисене. Палăртни вырăнлă: çак ĕç Патшалăхăн 2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли, ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр тавар тата апат-çимĕç рынокĕсене йĕркелемелли программин мероприятийĕсемпе килĕшсе тăрать. Çав программăра ял тăрăхĕсене аталантарассипе пĕрлех малти опыта сарма та пăхнă.
Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн территорисене конкурс мелĕпе суйласа илĕç. Проекта хутшăнакансем валли урамсенчи çул-йĕр сетьне аталантарма, социаллă пурнăçпа культура, шыв объекчĕсем тума тата реконструкцилеме, ял тăрăхĕсене хăтлăх кÿме, çивĕч ытти ыйтăва татса пама субсидисем уйăрмашкăн палăртнă. РФ ял хуçалăх министрĕ Алексей Гордеев та хăйĕн шухăшне палăртнă: проекта хутшăнма суйласа илекен ял тăрăхĕсене федераци бюджетĕнчен тивĕçлĕ субсидисем илмешкĕн Раççей Ял хуçалăх министерствине пăхса тухма тăратмалла.