АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют пурлăха хапсăнни суд сакки çине лартать

24 января 2009 г.

Телейлĕ те канлĕ пурнăçа кам мĕнле ăнланать ĕнтĕ. Лайăх çынсем ырлăхра пурăнаççĕ, хурах-вăрăсене вара тĕрме кĕтет. Йĕплĕ пралук хыçĕнчи пурнăç çынна тÿрлетместех. Зонăран ларса тухнисем-çке ытларах преступлени тăваççĕ, йĕркене пăсаççĕ. Акă, Тумликассинчи И. гражданинах илер. 50 çула çитсе пыракан вăй питти арçын чĕрĕк ĕмĕрне тĕрмере ирттернĕ темелле. Çав хушăра этемĕн тÿрленме вăхăт пулнах. Анчах вăл ирĕке тухсан та лăпкă пурăнаймасть, йăлана кĕнĕ йĕркепе çаратать те çаратать. Сăмах май, И. 2008 çулхи август уйăхĕнче çеç «йĕплĕ пралук» хыçĕнчен таврăннă, ниçта та ĕçлемен. Тĕрĕссипе, унăн ĕçлеме вăхăчĕ те пулман: вăл тĕрмерен тухсан ирĕкре йĕркеллĕ пурăнайман, каллех çавăнталла туртăннă. Иртнĕ çулхи августăн 30-мĕшĕпе ноябрĕн 4-мĕшĕ хушшинче 4 хутчен административлă йĕркене пăснă, 4 хутчен çын пурлăхне йăкăртнă. Унăн вăрă-хурахла ĕçĕсене тĕслĕхсемпе илсе кăтартар.

2008 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче, каçпа, И. Шĕмшеш ялĕнче тăванĕсем патĕнче хăнара пулнă. Кил хуçисемпе калаçса ларнă çĕртех ал хыпанлĕ арçын «Simens AP-75» маркăллă кĕсье телефонне хĕстерсе тухать.

Çакăн пек преступлениех вăл ноябрĕн 4-мĕшĕнче каçхине тунă. Ку хутĕнче сăтăрла ĕç Пĕчĕк Этмен ялĕнче пулнă, вăл каллех пĕр хĕрарăм килĕнчен «Samsung C-100» кĕсье телефонне вăрланă. Çав каçах ĕмĕтсĕр арçын, каçхи 6 сехет çурăра, Серенкасси ялĕ çумĕнчи автобуссем чарăнмалли вырăна çитнĕ. Кунта та вăл преступленилле ĕç тунă – чарăнура тăнă çул çитмен хĕр ача çумне çулăхма хăтланнă, хăратса «Sony Eriсsson» К 610 телефон, 100 тенкĕ укçа туртса илнĕ. Хăраса ÿкнĕ хĕр киле чупса çитнĕ, аслисем вара милицие пĕлтернĕ. Каçхи хураха тÿрех тытайман, анчах паллăсем тăрăх шырав ушкăнĕ преступление И. тума пултарнă тесе шутланă. Тĕрĕслев çакна çирĕплетнĕ те ĕнтĕ.

Çапла вара, вăй питти арçын пĕр каçрах пĕр сехет çурă хушшинче икĕ уголовнăй ĕç тунă. Преступнике тытса чарнă.

Çак тĕслĕхсемшĕн И. пирки РФ Уголовнăй кодексĕн 161 статйин 1-мĕш пайĕпе (икĕ преступленишĕн) тата асăннă статьян 2-мĕш пайĕн «г» пункчĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Саккун алли çирĕп. Ют пурлăха хапсăнакана суд йышăнăвĕпе 5 çул та 5 уйăхлăха ирĕк прависĕр хăварнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика