АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç уттинчен юлмасăр

28 января 2009 г.

Январĕн 23-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай райповĕн уполномоченнăйĕсен пĕрлехи пухăвĕ пулса иртрĕ. Унта пурĕ вунă ыйту пăхса тухса сÿтсе яврĕç. Райпо Канашĕн председателĕ Александр Степанов пухăннисем умĕнче районти потребительсен обществин отчетлă тапхăрти финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ тата малашнехи аталану çул-йĕрĕ çинчен доклад туса пачĕ.

– Хĕрлĕ Чутай райпо тытăмне хальхи вăхăтра райпо, «Питание», «Четайское», «Янтарь», «Хĕрлĕ Чутайри производство комбиначĕ» тата «Универмаг» тулли мар яваплă обществăсем кĕреççĕ, – терĕ Александр Юрьевич. – 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пайщиксен йышĕ 374 çын пулнă. Ку вăл районти халăхăн 2,2 проценчĕ. Потребкоопераци тытăмĕнче ĕçлекенсем тата тулли пайлă çынсем пайщиксем шутланса тăраççĕ. Райпори пай фончĕ 105 пин тенкĕпе танлашать, пĕр пайщик пуçне пай взносĕ – 280 тенкĕ те 75 пус.

Малалла докладчик пурлăхпа техника бази пирки чарăнса тăчĕ. Райпон пурĕ 66 суту-илÿ предприятийĕ, вĕсенчен 59 лавкка, 5 магазин самообслуживани йĕркипе ĕçлет. Çавăн пекех 7 буфет, обществăлла апатланăвăн 12 предприятийĕ, ветаптека, аптека пункчĕ, 2 колхоз пасарĕ, тавар склачĕ, селькоопзаготпром, 5 йышăну пункчĕ, пахча-çимĕç тăварламалли-йÿçĕтмелли пункт, эмел чĕр таварне типĕтмелли цех, пурĕ 1350 тонна кĕрекен 4 хранилище, талăкра 8,5 тонна кăларакан çăкăр завочĕ, пулă тăварласа типĕтмелли цех, кăлпасси, çĕвĕ, консерв, макарон изделийĕсен, алкогольсĕр сĕткенсен цехĕсем, кондитер изделийĕсен 3 цехĕ, утар, парикмахерски, сехет тата атă-пушмак юсакансем хăйсем умне лартнă тĕллевсене чыслăн пурнăçласа пыраççĕ.

2008 çулта таварсене ваккăн сутнин çаврăнăшĕ районĕпе 316 млн.758 пин тенкĕпе танлашнă. Çав шутран 182 млн.917 пин тенки е 57,7 проценчĕ потребкоопераци тытăмĕн. Пĕлтĕр, малтанхи çулхипе танлаштарсан, тавар çаврăнăшĕ 34 млн.443 пин тенкĕ ÿснĕ. Виçĕм çул пĕр çын пуçне 7955 тенкĕлĕх тавар сутнă пулсан, иртнĕ çул – 9803 тенкĕлĕх. 59 лавккаран 49-шĕ панă заданисене пурнăçланă, ку вăл 84,7 процент. Кашни суту-илÿ ĕçченĕ пуçне вăтамран 92,4 пин тенкĕ укçа-тенкĕ лекет, пĕлтĕр 79,8 пин тенкĕ пулнă. Çакă интереслĕ: пĕр тăваткал метр суту-илÿ лаптăкĕ пуçне тавар çаврăнăш 9,6 пин тенкĕ ÿснĕ.

Хăш-пĕр тавар ушкăнĕсем – алкогольсĕр сĕткенсем, галантерея, спичка, тĕрлĕ инструментсем, спорт инвентарĕ, телерадио таварсем, ветпрепаратсем тата ыттине сутасси те чакнине палăртса хăвармалла. Çав вăхăтрах аш-какай, кăлпасси, пулă, майонез, ÿсен-тăран çăвĕ, какай консервĕ, улма-çырла консервĕ, сахăр, кондитер изделийĕсем, çăкăр, пахча-çимĕç, эрех-сăра, электро-хуçалăх таварĕсем, йăла химийĕн таварĕсем, ювелир изделийĕсем, медпрепаратсем тата ыттине те халăх ытларах туяннă. Нумай вăхăтлăха усă курмалли таварсем еплерех сутăннă-ха; Пĕлтĕр, виçĕм çулхипе танлаштарсан, 36 сехет, 38 электроутюг, 10 электропылесос, кĕпе-йĕм çумалли 13 машина ытларах туяннă. Çав вăхăтрах 41 телевизор, 16 холодильник, 79 магнитофон сахалрах сутнă.

2008 çулта обществăлла апатлану плана 108,1 процент тултарнă. Урăхла каласан, 24 млн.800 пин вырăнне 26 млн.815 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Çаврăнăша 2 млн.15 пин тенкĕ чухлĕ ÿстернĕ. 12 апатлану предприятийĕнчен 9-шĕ е 75 проценчĕ плансене пурнăçланă.

Хăйсем туса кăларнă продукци çаврăнăшĕ 12 млн.992 пин тенке çитнĕ. Çакă 48,4 процентпа танлашать. Акă, отчетлă тапхăрта, виçĕм çулхипе танлаштарсан, çăкăр тата çăкăр-булка изделийĕсем 1,0 тонна, кондитер изделийĕсем 2,8 тонна, алкогольсĕр сĕткенсем – 78 дал (1 дал – 10 литр), çурма фабрикатсем 27 пин тенкĕ, какай çурма фабрикачĕсем 5 пин тенкĕ нумайрах сутнă.

Обществăлла апатлану предприятийĕнче 72 çын ĕçлет.

Иртнĕ çул промышленноç продукцине сутмалли плана 119,9 процент пурнăçланă, унăн калăпăшĕ 24 млн.600 пин тенкĕ вырăнне 29 млн.507 пин тенкĕне çитнĕ. Ку малтанхи çулхинчен чылай нумайрах. Акă, «Янтарь» ТЯО 8 млн.518 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Планĕ 8 млн.200 пин тенкĕ пулнă. Çулталăкра коллектив 101,4 пин дал тĕрлĕ сĕткен, 197,5 туб (1 туб – 400 кг) консервсем, 54,8 тонна кондитер изделийĕсем хатĕрленĕ. «Четайское» ТЯО та ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Кунта тăрăшакансем 16 млн.200 пин тенкĕ вырăнне 20 млн.989 пин тенкĕлĕх е 128 процент продукци туса халăх патне ăсатнă. Пĕлтĕр малтанхи çулхинчен 31,3 тонна çăкăр, 7,9 тонна булка изделийĕсем, 6,7 тонна кĕлентĕр изделийĕсем ытларах пĕçернĕ. Кондитер изделийĕсен калăпăшĕ вара чакнă.

Паянхи кун тĕлне райпора пурĕ 29 транспорт единици. Çав шутра груз турттармалли 17, ятарлă 4, 6 çăмăл автомашина тата 2 автобус. Отчетлă тапхăрта 227 тонна çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе е 4117 пин тенкĕлĕх усă курнă. Тăкак малтанхи çулхинчен ытларах пулнă, мĕншĕн тесен бензин-çу хакланнă.

Хатĕрлев ĕçĕ çинче чарăнса тăрас пулсан, унăн çулталăкри çаврăнăшĕ 21 млн.770 пин тенкĕпе танлашнă, плана 122,6 процент тултарнă. Коллектив 15 енлĕ хатĕрлев ĕçĕ туса пырать, задание пур енĕпе те пурнăçланă. Иртнĕ çул малтанхинчен аш-какай 86 центнер, сĕт – 4150, çăкăр продукчĕсем – 629, çĕр улми – 101, пахча-çимĕç – 175, улма-çырла – 140, металлолом – 2, кивĕ хут – 358, çăм – 3,1, эмел курăкĕ 1 центнер, 16 пин штук çăмарта тата ыттине те нумайрах хатĕрленĕ. Çапах та тĕрлĕ сăлтавсене пула хатĕрлев ĕçĕ тăкаклă пулнă.

Райпо тытăмĕнче пурĕ 414 çын ĕçлет. Вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 6290 тенкĕпе танлашать. Ку 2007 çулхинчен 27 процент ытларах. Сутуçăсен шалăвĕ 6020 тенкĕпе, обществăлла апатлану ĕçченĕсен – 5929, промышленноçра – 4778, çăкăр пĕçерекенсен – 4792, хатĕрлев ĕçĕнче – 7338, транспортра тăрăшакансен 7333 тенкĕпе танлашнă.

Хĕрлĕ Чутай райповĕ иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх «Чăвашпотребсоюза» кĕрекен ытти райпосем хушшинче пĕрремĕш кварталта пĕрремĕш, иккĕмĕшпе виççĕмĕш кварталсенче иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Мухтанмалăх пур. «Янтарь» ТЯО туса хатĕрленĕ хурăн шывĕ вара Раççейри Атăл тăрăхĕнчи конкурсра кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Доклада сÿтсе явма «Питание», «Четайское», «Янтарь» ТЯО-сен ертÿçисем В.Патьянова, Ю.Яндайкин, Н.Андреев, Шупашкарти коопераци техникумĕн преподавателĕ Л.Селезнева, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Самылкин, «Чăвашпотребсоюз» председателĕн çумĕ Н.Наумова хутшăнчĕç, райпо ĕçне лайăхлатма пулăшакан ырă канашсемпе сĕнÿсем пачĕç.

Уполномоченнăйсен пухăвĕ райпо ĕçне лайăх хак пачĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика