АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх канăвне çĕнĕлле йĕркелетпĕр

28 января 2009 г.

Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче культура шайĕ ÿссе пынин пĕлтерĕшĕ пысăк. Ку енĕпе районти культурăпа кану центрĕн ĕçĕ уйрăмах сулмаклă. Коллектив иртнĕ çул Раççей Федерацийĕн Президенчĕн "Çемье çулталăкĕ çинчен" тата Чăваш Республикин Президенчĕн "Ырă ĕçсен çулталăкĕ çинчен" Указĕсемпе килĕшÿллĕн тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Культурăпа кану центрĕн директорĕ Алексей Иванович Магаськин хăйсен пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма хаваспах килĕшрĕ.

– Чи малтанах çакна каласа хăварни вырăнлă, – терĕ Алексей Иванович. – Культурăпа кану центрĕ 2008 çулта Чăваш Республикин Культура, национальноç ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви палăртнă тăрăх кирлĕ оборудованипе тивĕçтерес тĕлĕшпе ирттернĕ конкурсра çĕнтерчĕ. Çапла вара ялти клуб учрежденийĕсене модернизацилемелли республикăри списока лекме пултартăмăр.

Мероприятисем пирки асăнас пулсан, çулталăкра вĕсем сахал мар пулнă. Акă, «Ырăлăх чĕресене çывхартать» литературăпа музыка каçĕ, «Тĕнче ырă çынсемсĕр мар» концерт, Захаровсен çемье творчествин куравĕ, В.Ермолаев художникăн «Сире валли, хаклă ветерансем», Инвалидсен кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ сăнарпа прикладной искусство куравĕсем, «Тĕнче – ачасен куçĕпе» ÿкерчĕксен куравĕ, çемье династийĕсен юбилей каçĕ, «Атте, анне тата эпĕ – туслă çемье» спорт каçĕ тата ытти те çÿллĕ шайра иртнине палăртас килет.

– Алексей Иванович, сирĕн патра кадрсен ыйтăвĕ еплерех тăрать; Специалистсем çитеççĕ-и;

– Паллах, культурăпа кану центрĕнчи мĕн пур ĕçшĕн специалистсем яваплă. Вĕсем хăйсен пĕлĕвне ÿстерни, професси ăсталăхне пуянлатса пыни ÿсĕм тума пулăшать. Хальхи вăхăтра коллективра 13 специалист тăрăшать. Вĕсен 46,15 проценчĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Ятарлă вăтам пĕлÿллисем те 46 процент ытла. Культура ĕçченĕсем компьютер технологийĕсемпе усă курма вĕренсе çитрĕç. Çакă кулленхи ĕçре вĕсене пысăк пулăшу парать. Çавăн пекех пĕлтĕр цифрăллă фотоаппарат, тĕрлĕ тĕслĕ телевизор туянтăмăр.

– 2008 çулта уйрăмах палăрса юлнă культура мероприятийĕсем пирки кăштах чарăнса тăмалла пулĕ...

– Иртнĕ çула январь уйăхĕн малтанхи кунĕсенчех Çĕнĕ çул уявĕсем ирттернипе пуçларăмăр. Савăнăçлисен конкурсĕ, инвалид ачасен елки, районти шкулсенче питĕ лайăх вĕренекенсен каçĕ, Сурхури улахĕ, ташă каçĕ иртрĕ. Çавăн пекех студентсен уявне халалласа "Татьяна кунĕ" йĕркелерĕмĕр. Февраль уйăхĕнче вара "Чутай, ÿс те маттурлан" смотр-отчет пуçланчĕ. Мартра хĕле ăсатрăмăр.

Ветерансен халăх хорĕ Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче концерт кăтартрĕ. Çамрăксен халăх театрĕ Н.Сидоровăн "Кивçен илнĕ пурнăç" пьеси тăрăх çĕнĕ спектакль кăтартрĕ. Ташлакансен "Колибри" халăх ансамблĕ ачасемпе çамрăксен республикăри фестивальне хутшăнчĕ. Куçса çÿрекен культура учрежденийĕ агиткультбригадăсен конкурсĕнче пултарулăхпа палăрнăшăн диплома тивĕçрĕ.

И.Охливанкинпа Г.Петров юрăçсене халалланă çамрăк вокалистсен районти фестивалĕ талантсене сахал мар явăçтарчĕ. Май уйăхĕнче вара районти ĕçпе юрă тата спорт уявне хатĕрленме пуçларăмăр. «Акатуй» хыççăн ял уявĕсем иртрĕç. Пирĕн пултарулăх ĕçченĕсем вĕсенче халăха юрласа-ташласа савăнтарчĕç. «Шуçăм» ансамбль кĕр кунĕсенче Сĕнтĕкçырмине, Иккĕмĕш Хурашаша, Тури Çĕрпÿкассине çитсе ял çыннисене концертсем кăтартрĕ. Ветерансен халăх хорĕ Туктамăшри культура çуртĕнче пулчĕ. Çак коллектив районти Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче пухăннисене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Ноябрь уйăхĕнче культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем «Ăнăçу – 2008» тата «Юмах фейерверкĕ» республика фестивалĕсене хутшăнчĕç. Культура министерствипе Халăх пултарулăхĕн республикăри çурчĕ ялти артистсене диплом парса чысларĕ. Çулталăк вĕçĕнче ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Василий Романовăн юбилей каçĕ иртрĕ. Унта ветерансен халăх хорĕ тата унăн солисчĕсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. «Шокăль» фольклор ансамблĕ «Иксĕлми Чутай çăл куçĕсем» район фестивальне хутшăнчĕ. Çамрăксен халăх театрĕ «Сюрприз для Снегурочки» ятпа йĕркеленĕ Çĕнĕ çул уявĕнче ăсталăхпа палăрчĕ.

– Культура учрежденийĕ çумĕнче миçе халăх коллективĕ; Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ еплерех тата;

– Районти культурăпа кану центрĕ халăх творчествине аталантарас тата упрас, граждансен пултарулăхне ÿстерес, ĕç çыннисен канăвне усăллă йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлет. Кунта тăватă халăх коллективĕ: ветерансен халăх хорĕ, халăх хорĕ, çамрăксен халăх театрĕ, ташлакансен "Колибри" халăх ансамблĕ. Пурте 2007 çулта "халăх" ятне тепĕр хут çирĕплетнĕ.

Коллектив район центрĕнче тата ун çывăхĕнчи ялсенче ытларах хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарать. Ку аван-ха. Анчах та инçерех çула тухса çÿреме пире автобус çукки ура хурать. Çапах та культура ĕçченĕсем малашлăха пăхса тăрăшаççĕ. Вĕсен пултарулăхĕ, вăй-халĕ тапса тăни чăннипех савăнтарать. Центрта тĕрлĕ кружоксем, театр студийĕ, фольклор ансамблĕ, пĕрлешÿсем тата ытти те ĕçлеççĕ. Кунпа пĕрлех ал ăстисен кружокĕсене те йĕркеленĕ.

– Иртнĕ çул кану центрне модернизацилес тĕлĕшпе мĕн-мĕн тунă;

– Культура учрежденийĕсене модернизацилес ĕç республикăра сарăлса пынă май эпир те çурт-йĕре юсаса çĕнетесси çине уйрăмах тимлĕ пăхрăмăр. Çурт тăррине çĕнĕрен витнĕ çĕрте 3445000,00 пин тенкĕпе усă куртăмăр. Çавăн пекех центрăн пурлăхпа техника базине çĕнетрĕмĕр. Дискотека ирттермелли лаптăкăн урайне 148000,00 пин тенкĕ тăкакласа 220 тăваткал метр чухлĕ тĕпрен юсаттартăмăр. Маччана 70308,00 пин тенкĕлĕх йĕркене кĕртрĕмĕр. Пÿлĕмсене те тирпей-илем кÿтĕмĕр, çĕвĕ машини, çыру сĕтелĕсем туянтăмăр.

Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе вара çĕнĕ йышши çутă, сасă тата акустика хатĕрĕсем кÿрсе килтĕмĕр. Сцена костюмĕсем те çителĕклĕ халĕ пирĕн. Пĕтĕмĕшле илсен, Культура министерстви 454890 тенкĕлĕх тĕрлĕ япаласемпе тивĕçтерчĕ. Хамăр вăйпа иртнĕ çул 517,2 пин тенкĕ ĕçлесе илтĕмĕр. Çак укçапа центрăн пурлăхпа техника никĕсне çĕнетнĕ çĕрте усă куртăмăр.

Юлашкинчен мĕн каламалла-ха; Халăх творчестви вăл мĕн авалран пырать. Ăна малалла тăсса çÿллĕ шая çĕклесси – паянхи çамрăксен тивĕçĕ. Çакăн пек тĕллев лартнă районти культурăпа кану центрĕн специалисчĕсем хăйсем умне.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика