28 января 2009 г.
Пĕлтĕрхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче «Единая Россия» политпартин X съезчĕ пулса иртнĕ. Аслă форум Путин Планне – 2010 çулчченхи стратегисене пурнăçа кĕртмелли тĕп задачăсене çирĕплетсе хăварнă.
«Единая Россия» лидерĕ Владимир Путин хăйĕн докладĕнче çакна палăртнă: партипе Раççей правительстви çынсен пурнăçне лайăхлатас, бюджетниксене тÿлес, пенсисемпе пособисем парас тĕлĕшпе малашне те çине тăрса ĕçлĕç. Социаллă гарантисен тытăмĕ хальхи пекех сыхланса юлĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕ, «Единая Россия» партин Аслă Канашĕн членĕ, съезд делегачĕ пулнă Николай Федоровăн шухăшĕ:
– Эпир кашни кун тенĕпе пĕрех Раççей Президенчĕпе, Правительство Председателĕпе, унăн çумĕсемпе, федераллă министрсемпе хутшăнатпăр. Çакна калама пултаратăп: Правительство Председателĕ , «Единая Россия» парти лидерĕ тухса калаçни, эпир хутшăнни çакна çирĕплетсе парать – промышленноçа, ял хуçалăхне, строительствăна аталантарма пулăшмалла. Вĕсем питех те çивĕч, паянхи кун кăларса тăратнă ыйтусем. Кайрантарах лайăх кăтартусем тума пулăшĕç.
Паян Раççей экономики чĕр тавар ресурсĕсем çинче тытăнса тăрать. Бюджетăн 2Ÿ3 пайне нефтьпе газа шута илсе туса хатĕрлеççĕ. Пирĕн Чăваш Енре çакăн пек ресурссем çук, çавна май Раççей экономики тÿсекен çухатусем те çук. Анчах пирĕн яллă вырăнсенче «уйрăм хушма хуçалăх» текен 38 пин çĕнĕ предприяти пур. Урăхла каласан, аграри секторĕнчи хуçалăхăн пĕчĕк формисемпе ĕçлекенсем е çĕнĕрен туса хунă пĕчĕк предприятисем. Çапла вара ытти регионсенче çакăн пек пĕчĕк предприятисене йĕркелемелле кăна пулать-ха.
Çакăн пек тĕслĕхсем эпир Раççей экономикинчен иртсе кайнине, пĕчĕк предприятисем туса хурассипе маларах пынине кăтартса параççĕ. Ытти регионсемпе танлаштарсан, çăмăллăхсемпе ытларах усă курма пултарни те çакнах çирĕплетет. Çакăнта пирĕн вăй тата ÿсĕм никĕсĕ. Раççей Федерацийĕн правительствин иртнĕ ларăвĕнче Чăваш Ен 2007 çулхи экономикăпа социаллă аталану тĕлĕшпе лайăх кăтартусем тунине палăртнă.
– Николай Васильевич, тĕнчери финанспа экономика кризисĕ вăхăтĕнче те 2020 çулчченхи Стратегисем кун йĕркинче пулни сире тĕлĕнтермест-и;
– Çук, тĕлĕнтермест. Эпир умри тĕллевсенчен пăрăнсан вăтам кăтарту та тăваймăпăр. Питĕ лайăх кăтарту пултăр тесен пысăк задачăсем лартмалла. Акă, эпĕ шкул ачисемпе тата студентсемпе тĕл пулнă чухне яланах çапла калатăп: тивĕçлĕ специалист пулса пурнăçра ÿсĕмсем тăвас тесен "пиллĕк плюспа" чикĕ лартмалла. Юрă-кĕвĕ ăстисем калашле, нотăсем тăрăх кăна мар, октавăсемпе пурăнмалла. Çакăн пек чухне Раççей Федерацийĕн гражданĕсем кирлĕ пек ĕçлеме тата пурăнма, патшалăх вара çитĕнÿсем тума пултарĕç. Малашлăха пăхмасан, пурне те паллă, япăх пурăнăпăр.
Мал ĕмĕтпе тата ырă шухăшсемпе ĕçлени – психологин пысăк ресурсĕ, вăл укçаран та хаклăрах. Çакна шута илсе обществăна та, патшалăх влаçĕн органĕсене те амбициллĕ проектсене пурнăçлама, ĕçĕн чи пысăк кăтартăвĕсене тума хатĕрлемелле.