АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коллектив хастарлăхĕ мала чĕнет

31 января 2009 г.

Январĕн 23-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Трактор тăвакансен Культура çуртĕнче республикăри ял хуçалăх ĕçченĕсен пĕр ушкăнне ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн асăнмалăх парнесемпе чысланă. «Чĕре кĕввисем» ятпа ирттернĕ савăнăçлă каçа Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă. Чăваш наци конгресĕпе Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ уяв ял çыннисен асĕнче тахçанчченех юлĕ. Унта пирĕн районтан «Нива» ял хуçалăх кооперативĕн комплекслă бригада бригадирĕ Николай Горшков хутшăннă.

Николай Петрович – чăн-чăн ял çынни. Вăл хăйĕн пурнăçне, ĕçне тăван хуçалăха халалланă. 1980 çулта автомашина водителĕнче ĕçлеме пуçланă. Ăна ун чухнехи «Присурский» совхоз дирекцийĕ фермăран сĕт турттармалли машина шанса панă. Техникăна юсавлă тытнипе, ĕçре хастар пулнипе палăрнă çамрăк шофер. Вăл сĕт-çу заводне мĕн чухлĕ чĕр тавар леçсе панă-ши; Çакна халĕ никам та татса калаймĕ. «Ку ыйтăва эпĕ хам та хуравлаймастăп, – тет халĕ Николай Петрович. – Ир-ирех çула тухаттăм. Уйрăмах çу кунĕсенче чĕрере лăпкă марччĕ. Мĕншĕн тесен шăрăхра сĕт хăвăрт йÿçсе каять-çке. Çакна асра тытса ĕнесен çуллахи лагерĕнчен сĕт-çу заводне васкаттăм».

Хуçалăх ертÿçисем унăн хастарлăхĕпе пултарулăхне асăрханă. Тÿрĕ кăмăллă, шанчăклă çын, тенĕ. Çапла вара 1992 çулта вăл выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тĕлĕшпе ĕçлеме пуçланă. Ăна Карăкçырминчи ĕне фермине ертсе пыма шаннă. «Çав çулсене халĕ те лайăх ас тăватăп, – хăйĕн шухăшне палăртать Николай Петрович. – Хресчен ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Эпир яланах ир вăраннă, сĕм çĕрле çеç çывăрма выртнă. Мĕн тума палăртнине куллен тенĕ пекех пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Çапла вара хуçалăх экономикине тĕреклетессишĕн, юр-вар ытларах хатĕрлессишĕн вăй-хала шеллемен».

Паянхи пурнăçа ĕлĕкхипе танлаштарма çук ĕнтĕ. Хăш-пĕр çĕрте фермăсене çĕнетсе лайăхлатман пирки выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукци те, тупăш та пĕчĕк. «Нива» хуçалăхра вара пачах урăхла. Кунта дояркăсен ĕçне çăмăллатма тăрăшни, вĕсене ĕçлеме лайăх условисем туса пани сисĕнет. Сăмахран, çĕнĕ технологисемпе усă курни кĕске вăхăтрах ферма ĕçченĕсене лайăх кăтартусем тума пулăшнă. Акă, хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх пăхакансем ĕнесене Голланди технологийĕпе сăваççĕ. Çĕнĕ оборудовани продукци пахалăхне лайăхлатма май парать. Ферма ĕçченĕсен тĕллевĕ – ĕне выльăх хисепне ÿстересси. Çавна май кĕтÿ йышне çуллен 25 процентран кая мар çĕнетмелле.

Горшковсен кил-йышĕ тăван хуçалăхпа тачă çыхăннине акă мĕн кăтартса парать. Вĕсем çемйипех коллективлă предприятире тăрăшаççĕ. Николай Петрович ферма ĕçченĕсене ертсе пырать. Унăн мăшăрĕ, Зоя Федоровна, лаборантка пулса ĕçлет. Ывăлĕ, Петр, выльăхсем патне апат турттарса тăрать. Хĕрĕ, Светлана, хуçалăх бухгалтерĕ. Ушкăнпа ирсерен ĕçе васкаççĕ Горшковсем. Хăйсен кун-çулне тăван ялпа çыхăнтарнăшăн пĕртте ÿпкелешмеççĕ. «Нива» хуçалăх аталанăвĕ тата тăрăшарах ĕçлеме вăй-хал хушать вĕсене.

...Николай Петрович хăйĕн хушаматне илтсен шартах сикрĕ. Ăна сцена çине чĕнеççĕ-мĕн. Ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн асăнмалăх парне параççĕ. «Манăн тÿпе çак ÿсĕмре пысăках мар, – терĕ вăл шăппăн. – Коллектив хастарлăхĕ тăвалла сулмаклăн утма чĕнет. Малашне те çапла пултăрччĕ!»

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика