31 января 2009 г.
«Сывлăх» приоритетлă наци проектне пурнăçласа сывлăх хуралĕнче тăрăшакансем халăх хушшинче тĕрĕслессипе диспансеризаци ĕçне аван йĕркеленĕ. Çавна май куçа курăнман чылай чире тупса палăртнă.
2008 çулта районти ĕçлекен 332 çыннăн диспансеризаци витĕр тухмалла пулнă. Тĕллевлĕ ĕçе 2006-2007 çулсенче сывлăхне тĕрĕслеттерменнисенчен пуçланă. 362 çын диспансеризацие тăнă. Кунта райпо (21,6 процент), сывлăх хуралĕнче ĕçлекенсем (17,7), райадминистрацинче тăрăшакансем (8,02) активлăх кăтартнă. Малтанхи çулсемпе танлаштарсан, иртнĕ çул халăх сывлăхне пур енлĕн, тарăнрах тĕрĕсленĕ: онкологи чирĕсене палăртассине, юнри холестерин шайне виçессине, хĕрарăмсене маммографи тăвассине тимлĕх уйăрнă. Çакна 2006-2007 çулсенче наци проекчĕпе усă курса тĕп больница çĕнĕ йышши медоборудованипе пуянланнине ăнлантармалла.
Диспансеризаци мĕн кăтартнă-ха; Тĕрĕслев витĕр тухнă 324 çынран 38-шĕ çеç çирĕп сывлăхлă пулни палăрнă, ыттисенчен кашни чирлеççĕ.
Сывлăх – чи кирли. Апла пулсан диспансеризацирен пăрăнмалла мар.