АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕрлĕ пулма патшалăх пулăшăвĕ

31 января 2009 г.

Районта «Çурт-йĕр» федераллă тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» хушма программине пурнăçласа 2008 çулта федераллă, республика, вырăнти бюджетсенчен çурт-йĕр, хваттер туянма 12 çемьене социаллă тÿлевпе (4647,75 пин тенкĕлĕх) тивĕçтернĕ.

Агропромышленноç комплексĕнче тата социаллă сферăра ĕçлекен çамрăк специалистсене (учительсене, медицина, культура ĕçченĕсене) çурт-йĕр ыйтăвне татса парассипе республикăра ятарлă программа ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн специалистăн аслă пĕлÿллĕ пулмалла, ĕç вырăнĕнче 5 çултан кая мар тимлемелле. Çакăн пек çăмăллăхпа 2008 çулта районти 6 специалист усă курнă, вĕсенчен пĕр учителĕ процентсăр кредита тивĕçнĕ. Çавăн пекех федераллă тĕллевлĕ «Яла 2012 çулччен социаллă аталантарасси» программăпа АПК-ра тата социаллă сферăра ĕçлекен 10 çемьене (2497,7 пин тенкĕлĕх) субсиди уйăрнă.

Хальхи вăхăтра тăлăх ачасене çурт-йĕр ыйтăвне татса парас юхăм вăйра. Иртнĕ çул çакăн йышши 6 ачана (Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчен 3 çамрăка, Атнартан – 2, Мăн Этменрен – 1) кил-çуртлă пулма пулăшнă.

Кăçалтан нумай ачаллă çемьесене те (5 ачаран ытларах) социаллă найм килĕшĕвĕпе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшĕç. Хальлĕхе Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчен çак пулăшăва ыйтса 2 çын заявлени çырнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика