31 января 2009 г.
Январĕн 21-мĕшĕнче Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта районти шкул директорĕсен вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Ларăвăн программинче çак ыйтусене пăхса тухрĕç: Тăван ен культурине вĕрентекен А.С. Алексееван "Чăваш çĕрĕн ăстаçи" проектăн презентацийĕ; шкулти вĕрентекенсен уçă урокĕсене хакласси.
Палăртмалла, районти шкул директорĕсен çумĕсем çак ĕçсемпе кăмăллă юлчĕç. Акă, физкультура вĕрентекенĕ С.Н.Петрейкина 5-мĕш класс ачисене "Баскетболия" çĕршывне кăсăклă çул çÿреве илсе кайрĕ. 4-мĕшсем И.В. Смирновапа пĕрле пуплев пайĕсене хастаррăн та савăк шĕкĕлчерĕç. 11-мĕшсем алгебра урокĕнче А.В. Дерстуганова ертсе пынипе профиль класĕсен зачет тытăмĕпе паллашрĕç. Опытлă учитель, психолог А.А.Ильина 3-мĕш классене йывăр лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмаллине ăса хывтарчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ М.М.Волкова 10-мĕшсене органика пĕрлешĕвĕсен генетика çыхăнăвне уçса пама пулăшрĕ. Ют чĕлхесен учителĕ В.П.Чертова 6-мĕшсемпе акăлчан çемйине хăнана чĕнчĕç. Литературăпа музыка композицийĕн мастер-классне вара шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Р.Ф.Григорьева ертсе пычĕ. Юлашкинчен семинар-канашлăва "Шкул ертÿçисен куçĕпе" çавра сĕтеле туслă та ăшă калаçăва РОО методисчĕ А.М. Пигильдина йыхравларĕ. Вăл лару тухăçлă та çÿллĕ шайра иртнине, вĕрентекенсен урокĕсем паянхи кунран юлманнине, çĕнĕ технологисене ăша хывнине палăртрĕ.