31 января 2009 г.
Эпир, Мăн Этмен вăтам шкулĕнчи 5-мĕш класра вĕренекенсем, январĕн 2-мĕшĕнче, истори предметне вĕрентекен Н.И.Полозин йĕркеленипе, Санкт-Петербург хулине экскурсие тухса кайрăмăр. Унта эпир пуйăспа çула тухрăмăр. Хăшĕ-пĕришĕн ку татах та интереслĕ пулчĕ – пуйăс çине ларса курман-çке эпир.
Акă, палăртнă çĕре çитрĕмĕр. Санкт-Петербург çав тери хитре хуласенчен пĕри пулнине куçпа куратпăр. Унтан эпир хулари паллă вырăнсенче пултăмăр. Александро-Невский лавр, банк, Казан, Исаакиев, «Спас на крови» соборсем. Нева шывĕ çинчи «Аврора» крейсерне те кĕрсе куртăмăр.
Тепĕр кунне Эрмитаж музейне çитрĕмĕр. Кунта мĕн чухлĕ пÿлĕм, алăк, чÿречесен хисепне шутласа та кăлараймăн. Тĕрлĕ ÿнерçĕсен ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн, зоологи музейне çул тытрăмăр. Кунта вара чăн-чăн тĕлĕнтермĕш: тискер чĕр чунсен кĕлеткисем, пулăсен, вĕçен кайăксен скелечĕсем...
Экскурсин виççĕмĕш кунĕнче Патша салинче пултăмăр, вырăс музейне, А.Пушкинăн палăкне куртăмăр. Екатерина керменне кĕрсе тухрăмăр. Шалтан пĕтĕмпе ылтăн тĕспе сăрланă, кашни пÿлĕм хăйне майлă илемлĕ. Кунти паркра уçăлса çÿрерĕмĕр. Мĕн тери хитре вырăнсем...
Экскурсирен эпир тулли кăмăлпа таврăнтăмăр. Çак самантсем нумайлăхах асра юлĕç.