АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсене такăр çул

31 января 2009 г.

Район пуçлăхĕн çумĕ, обществăлла инфратытăм тата коммуналлă хуçалăх аталанăвĕн пайĕн начальникĕ И.Л.Хораськин пĕлтернĕ тăрăх, 2008 çулта район территорийĕнче ялсене асфальтпа тата хытă сий сарнă çулпа çыхăнтарассипе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Республика шайĕнчи автоçула 55,7 километр, муниципаллă тата ял тăрăхĕсенчи çулсене 125,061 километр тăршшĕ хывнă. Ку енĕпе кăçал татах та малалла ĕçлеççĕ. Çапла вара çулталăкра çул-йĕр тума, вĕсене тытса тăма республика бюджетĕнчен 4617,9 пин тенкĕ, муниципаллă бюджетран 5950,4 пин тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнă, тĕллевлĕ усă курнă.

Унсăр пуçне республика шайĕнчи çулсене 11,8 километр тăршшĕ тĕпрен юсанă («Сура», «Уйпуç – Кив Атикасси – «Сура»), II Хурашаш, Чурпай, Акташ, Анат Çĕрпÿкасси ялĕсенче автобуссем чарăнакан вырăнсенче павильон вырнаçтарнă, Анат Çĕрпÿкассинче автобуссем çаврăнмалли вырăн тунă.

ЧР Строительство министерствипе райадминистраци килĕшÿ туса 2008 çулта çулсене юсас, тытса тăрас, çĕнĕ çулсем тăвас, муниципаллă çулсене проектлас ĕçсем валли пурĕ 25888,29 пин тенкĕ уйăрнă, вĕсене пĕтĕмпех усă курнă. Çак укçа-тенкĕпе «Тралькасси-Хăмаркка» автоçула юсама пуçланă (ĕçсем кăçал та малалла пырĕç), Уйпуç, Шулю, Пантьăк, Мишеркасси ялĕсенче е вĕсен çывăхĕнче автобуссем çаврăнмалли площадкăсем тунă, павильонсем вырнаçтарнă. Çавăн пекех Сорăм, Ваçкаçырми ялĕсенчи, Хĕрлĕ Чутай салинчи çулсен хăш-пĕр лаптăкĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Питĕркасси ял тăрăхĕн администраци çурчĕ патне, Хĕрлĕ Чутай салинчи Завод урамне çул хывма пуçлани те пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри шутланать.

Ялсем патне хытарнă çул çитерессипе чылай ĕçленĕ. «Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указа пурнăçласа 2008 çулта 26,684 километр çул хывнă. 2007-2008 çулсенче Калкасси , I, II Липовка, Урикасси, Хăмаркка, Енкĕлт, Тумликасси, Пухтанкасси, Ирчкасси, Кÿпеш, Вишенер, Дубовка, Пчелка, Чурпай, Горбатовка, Хурапыр ялĕсене, Атнар лесничествине автоçулпа тивĕçтернĕ.

Кăçалтан пуçласа ялсем хушшинчи урамсене хытарнă çул хывма пуçламалла. Çавăн пекех республика шайĕнчи автоçулсене юсассипе пуçланă ĕçсене малалла пурнăçлĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика