04 февраля 2009 г.
Январĕн 29-мĕшĕнче йĕлтĕр спортне кăмăллакансем Чавал уçланкинче иртнĕ кроса хутшăнчĕç.
Çав кун çанталăк тÿлек те лăпкă тăчĕ. Спорта кăмăллакансем йĕлтĕр сырса тухрĕç. Вăрман уçланкинче тулли кăмăлпа ăмăртса чупрĕç.
Спорта чи кĕçĕн çулхи шкул ачисем пуçларĕç. Хĕр ачасен кĕрешĕвĕнче пултаруллăрах Е.Эзенкина (Питĕркасси) пулчĕ, А.Патьяновапа (Хĕрлĕ Чутай) А.Каталымова (Атнар) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Арçын ачасен ушкăнĕнче А.Дадюковпа К.Савельев (Хĕрлĕ Чутай) палăрчĕç, виççĕмĕш – Д.Моряков (Питĕркасси).
13-14 çулхи хĕр ачасенчен чи маттурри К.Ефимова (Çĕн Атикасси) пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Хĕрлĕ Чутайри Наташа Шорниковасем (хĕр ачасем иккĕшĕ те пĕр ятлă). Арçын ачасен тупăшăвĕнче М.Ефремов (Хĕрлĕ Чутай) малти вырăна çирĕп тытса пычĕ, финиша та пĕрремĕш çитрĕ. Ун хыççăн дистанцие Е.Алексеев (Çĕн Атикасси) вĕçлерĕ, виççĕмĕш – И.Андрианов (Хĕрлĕ Чутай).
15-16 çулхи хĕрсен тупăшăвĕнче Н.Кириллова (Питĕркасси) çĕнтерчĕ, иккĕмĕш – А.Андреева (Атнар), виççĕмĕш – М.Егорова (Çĕн Атикасси). Арçын ачасем хушшинчи тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ăс пухакан Э.Дадюков старта мĕнле çивĕччĕн пуçларĕ, çапла ăна вĕçлерĕ. Унăн кăтартăвĕ аслă класри спортсменсемпе танлаштарсан та чи лайăххи. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Фондеркинпа А.Элеменкин (Питĕркасси) тивĕçрĕç.
10-11-мĕш классенче вĕренекен хĕрсен тупăшăвĕнче Н.Федорова (Питĕркасси) çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсен А.Щербаковапа О.Иванован кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. Яшсен кĕрешĕвĕнче А.Горланова (Хĕрлĕ Чутай) çитеймерĕç. Çавăнтах А.Нестеровпа (Çĕн Атикасси) Д.Ангусеев (Хĕрлĕ Чутай) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Кашни ăмăртурах аслă çулхисем хăйсен вăй-халне тĕрĕслеççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ. Ку хутĕнче кроса А.Дадюкова (райадминистраци), Л.Михуткина (спорт шкулĕ), Л.Шивиркина (редакци), Е.Мидейкина (предприниматель), В.Михуткин (ЛТУ начальникĕ) Ю.Михайлов (миравай судья), В.Юмжаков (предприниматель) хутшăнчĕç.
Йĕлтĕрçĕсем вăрман уçланкинче иртнĕ кросран çĕкленÿллĕ кăмăлпа таврăнчĕç, уçă та таса сывлăшра пулса çĕнĕ кун валли вăй пухрĕç.