АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшăшăн тÿлемелли тарифсем калаçтараççĕ

07 февраля 2009 г.

Хутмалли-ăшăтмалли тапхăр пуçланнăранпа уйрăм çынсен, предприяти-организацисен ăшăшăн тÿлемелли тарифсен хакĕ ÿснĕ май, коммуналлă ыйтусем çивĕчленчĕç. Çав сăлтавпах-ши ăшăшăн тÿлеменнисен списокĕ вăрăмланчĕ.

Çак ыйту тавра калаçрĕç те ĕнтĕ февралĕн 2-мĕшĕнче район пуçлăхĕн çумĕ, обществăлла инфратытăм тата коммуналлă хуçалăх аталанăвĕн пайĕн начальникĕ И.Л.Хораськин ертсе пынă ларура.

Чи малтанах Иван Лаврентьевич 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне район «Чувашрегионгаз» умĕнче ăшăшăн тÿлессипе парăмра пулнине пĕлтерчĕ. Парăм 450 пин тенкĕпе танлашать. Çавăн пекех ун çумне кăçалхи январь уйăхĕнчи парăмсем хушăнаççĕ. Савăнтаракан цифрăсем мар паллах. Çаксене шута илсе «Чувашрегионгаз» парăмсемпе татăлмасан февралĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа района çут çанталăк газĕ парассине 50 процент таран чакарассине пĕлтерет.

Ларăва парăмлă предприяти-организацисен ертÿçисемпе бухгалтерĕсене чĕннĕ май, И.Л.Хораськин кашнине тăратса калаçтарчĕ, сăлтавсемпе паллаштарма ыйтрĕ. Чăнах та, сăлтавĕсем чылай: пĕрисем ăшăпа тивĕçтернĕшĕн вăхăтра тÿлесе пыман, çавăнпа парăм виçи ÿссе кайнă, хăшĕсем пĕр çуртра темиçе организаци вырнаçнипе пĕр-пĕрин çине шаннă иккен, ăшăпа тивĕçтернĕшĕн вара юлашкинчен пĕри те тÿлемен. Хуравсене тишкернĕ хыççăн Иван Лаврентьевич пурне те çак кунсенчех ăшăшăн пухăннă парăмсемпе татăлма чĕнсе каларĕ. Ларăва пухăннисем çитменлĕхсене пĕтерме шантарчĕç.

Унтан ăшăшăн тÿлемелли çĕнĕ тарифсем çинчен калаçрĕç. Сăмах май, 2008 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа (хутмалли-ăшăтмалли тапхăр пуçланнăранпа) ăшăпа тивĕçтернĕшĕн тÿлемелли хаксем улшăнчĕç. Малтанхи çулсенче ăшăшăн тÿлессине 12 уйăх çине (çулталăк нормипе) пайласа шутланă, хваттерти кашни тăваткал метршăн 16 тенкĕ те 49 пус тÿлемелле пулнă. Халĕ çĕнĕ йĕркепе хутса ăшăтмалли тапхăршăн (7 уйăхшăн) çеç тÿлеме йышăннă е вăл кашни тăваткал метршăн 28 тенкĕ те 32 пуспа танлашать. Çакна тарифсен хакĕ ÿснипе мар, ăшăшăн тÿлессине çĕнĕлле йĕркеленипе тата çĕнĕ çултан пуçласа çут çанталăк газĕн хакĕ ÿснипе ăнлантармалла.

Çĕнĕлĕхе халăх яланах йывăррăн йышăнать. Ăшăшăн тÿлемелли тарифсем пирки те чылай çĕрте шăв-шав çĕкленчĕ. Çапла вара республикăри тарифсен служби çак ыйтăва тепĕр хут пăхса тухнă, мартăн 1-мĕшĕнчен ăшăшăн тÿлессин тăваткал метр хакне 46 пус таран чакарнă.

Ларăва пухăннисем хваттерсенче сывлăш температури кирлĕ виçерен пĕчĕкрех пулни çинчен ыйту çĕклерĕç. И.Л.Хораськин ку енĕпе тулли хурав пачĕ. Умри тĕллевсене пурнăçлама тĕнчере пуçланнă экономика кризисĕ ура хунине те асăнчĕ вăл. Çавăн пекех пурне те паллă, хваттерсене ăшăпа тивĕçтересси урамри çанталăка кура пулса пырать.

Коммуналлă пулăшусемшĕн вăхăтра татăлса пырсан йывăрлăхсем те пулмĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика