АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "РАÇÇЕЙ ЙĔЛТĔР ЙĔРĔ"

14 февраля 2009 г.

Никам та хирĕçлеймĕ: сывлăх пурнăçра чи хакли – ăна ылтăнпа та туянаймăн. Çак каларăшăн пĕлтерĕшне виçĕм çулхи февраль уйăхĕнче Раççейри 46 хулари (унчченхи çул – 35) 5 çултан пуçласа 70 çула çитнĕ пин-пин çын «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупăва хутшăнса çирĕплетрĕ. Вĕсемшĕн пурнăç савăнăçĕ эрех-сăрара, пирус тĕтĕмĕнче тата кунĕн-çĕрĕн диван çинче йăваланнинче мар, шăпах уçă сывлăшра пулнинче. Йĕлтĕр спортне юратакансен пĕлтĕр çирĕм улттăмĕш хут ирттернĕ тупăшăвне çĕршыври 500 пин çын хутшăннă пулсан Чăваш Республикинче çак кăтарту 27332 цифрăпа танлашать. «Шупашкар: 500 çул» паркра тата Çĕнĕ Шупашкарти Тĕкĕрç катинче шăпах çавăн чухлĕ çын старт илнĕ.

Кăçалхи сывлăх уявĕ февралĕн 15-мĕшĕнче шăп 12 сехетре уçăлать. Унчченхи пек шĕкĕр хуламăрпа химиксен хулинче кăна мар, ăна республикăри пур хулапа районта та йĕркелĕç.

Пирĕн районта вара ку мероприяти, кашни çул хăнăхнă пек «Чавал» уçланкинче мар, Хĕрлĕ Чутай салинчи тĕп стадионта пулать. Вăл 11 сехет те 30 минутра пуçланать. Пурте массăллă чупăва активлă хутшăнар!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика