18 февраля 2009 г.
Февралĕн 15-мĕшĕнче районти тĕп стадионра йĕлтĕрçĕсен "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2009" чупу иртрĕ. Массăллă чупăва пурĕ 300-ре яхăн çын хутшăнса сывлăха çирĕплетрĕ.
Спорт уявне район пуçлăхĕ А.И.Криков уçрĕ, спорта юратакансене çирĕп сывлăх, ăнăçлă финиш сунчĕ. Ун хыççăн ЧР гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăрусен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Н.Петьков массăллă чупăва хутшăнса сывлăха çирĕплетме кăмăл тунисене ырларĕ, яланах спортпа туслă пулма чĕнсе каларĕ, тупăшăва хутшăнакансене старт пачĕ.
Чупу хыççăн чупу иртрĕ. Йĕлтĕрçĕсем 2 тата 5 километрлă дистанцисене тухрĕç. Пĕрремĕш ушкăнра район пуçлăхĕ А.И.Криков, унăн çумĕсем, райадминистрацин пай начальникĕсем, предприяти-организацисен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ăмăртрĕç. Ун хыççăн ĕç коллективĕсенче тăрăшакансем хăйсен çулхисем хушшинче тупăшрĕç. Спорт ветеранĕсем те аякра юлмарĕç. Юлашкинчен шкул ачисем хушшинче хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ.
"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2009" чупăвăн пĕтĕмлетĕвĕсем çапларах. 19-29 çулхисем хушшинче хĕрарăмсенчен И.Сарина (Питĕркасси) палăрчĕ. Арçынсен кĕрешĕвĕнче П.Элеменкина (Питĕркасси) çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш – А.Мидейкин (Хĕрлĕ Чутай), виççĕмĕш вырăна А.Иванов (райадминистраци) тивĕçрĕ.
30-39 çулхисен кĕрешĕвĕнче хĕрарăмсенчен А.Дадюкова (райадминистраци) спорт ăсталăхĕпе палăрчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене С.Петрейкинапа (Çĕн Атикасси шкулĕ) Е.Мидейкина (Ачкасси ял тăрăхĕ) пайларĕç. Арçынсен ушкăнĕнче В.Михуткин (ЛТУ) дистанцие хăвăрт вĕçлерĕ, пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Ун хыççăн финиша В.Юмжаков (Ачкасси ял тăрăхĕ) çитрĕ, виççĕмĕш – А.Мурайкин (Тралькасси ял тăрăхĕ).
40-49 çулхисен кĕрешĕвĕнче В.Дадюков (спорт шкулĕн тренерĕ) хастартарах пулчĕ. И.Сатлайкинпа (Штанаш) Ю.Михайловăн (райсуд ĕçченĕ) кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. Хĕрарăмсен ăмăртăвĕнче малти вырăнсене Çĕн Атикасси шкулĕн вĕрентекенĕсем И.Смирнова, В.Ядранская, А.Евсеева çĕнсе илчĕç.
50-59 çулхи хĕрарăмсенчен пултарулăхпа А.Столярова (райадминистраци), А.Дерстуганова (Çĕн Атикасси), З.Григорьева (Ачкасси) палăрчĕç. Арçынсенчен ырă ята В.Романов (Хĕрлĕ Чутай), И.Иванов (Тралькасси), Н.Руссков (Штанаш) тивĕçлĕ.
60 çултан аслăраххисен тупăшăвĕнче Л.Михуткина (спорт шкулĕ), В.Тиханкин, П.Кагайкин (Хĕрлĕ Чутай) уяв парнине тивĕçрĕç.
Аслă çулхисем хушшинчи тупăшу вĕçленсен чи кĕçĕн ушкăнрисем старта тухрĕç. А.Дадюков (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) тÿрех ыттисене хыçа хăварчĕ, финиша пĕрремĕш çитрĕ. Ун хыççăн дистанцие Питĕркассинчи Д.Моряковпа В.Вазин вĕçлерĕç. Хĕр ачасенчен И.Сатлайкина (Штанаш), Л.Ванюшкина (Çĕн Атикасси), И.Лобова (Штанаш) пултаруллăрах пулчĕç.
1995-1996 çулхи хĕр ачасенчен К.Ефимова (Çĕн Атикасси) финиша малтан çитрĕ, ун хыççăн Н.Сафроновапа (Штанаш) Т.Федорова (Питĕркасси). Арçын ачасенчен ку ушкăнра М.Ефремова çитекенни пулмарĕ. Ю.Вазин (Питĕркасси) йĕлтĕрпе аван чупрĕ, А.Калинкин (Çĕн Атикасси) кăтартăвĕ те япăх мар.
1993-1994 çулхи хĕр ачасенчен Н.Кириллова (Питĕркасси) маттуртарах пулчĕ. А.Шербаковапа (Çĕн Атикасси) К.Юмжакова (Хĕрлĕ Чутай) та дистанцие ыттисенчен лайăхрах кăтартупа вĕçлерĕç. Арçын ачасен кĕрешĕвĕнче малти вырăнсене Питĕркассинчи Д.Кораков, В.Фондеркин, А.Элеменкин тивĕçрĕç.
1992-1991 çулхи хĕрсенчен чи хастарри Н.Федорова (Питĕркасси) пулчĕ, иккĕмĕш – О.Иванова (Çĕн Атикасси), виççĕмĕш – Е.Пигильдина (Хĕрлĕ Чутай). Каччăсем хушшинчи тупăшу интереслĕ иртрĕ. Хĕрлĕ Чутайри А.Горлановпа Д.Ангусеев дистанци пуçламăшĕнчех малти вырăна çирĕп тытса пычĕç, вĕсемех чемпионсем пулчĕç, виççĕмĕш – Е.Сидоров (Çĕн Атикасси).
Çакăнтах йĕлтĕр сырса спорт уявне хутшăннă çемьесене асăнса хăварас килет. Акă, Хĕрлĕ Чутайри Дадюковсен çемйи яланах йĕлтĕр çинче, Серенкассинчи Юмжаковсем, Хĕрлĕ Чутайри Мидейкинсем, Михайловсем, Штанашри Сатлайкинсем тата ыттисем те ачисемпе пĕрле спорт ăмăртăвĕсене час-часах хутшăнаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Юлашкинчен "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2009" чупăвăн чи çамрăк спортсменĕсене палăртрĕç. Вĕсем 9-10 çулхи А.Дадюковпа Ю.Степанов (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ), çулпа чи аслисем – Л.Михуткина (6 теçеткерен иртнĕ), 7 теçеткерен иртнисем – В.Тиханкинпа П.Кагайкин.