18 февраля 2009 г.
"Ĕçлемесен ватлăх пусать", – тет пĕрмаях пирĕн Тури Çĕрпÿкассинче пурăнакан асанне Анна Алексеевна Задонская. Тĕрĕсех сăмахлать ĕнтĕ вăл. Алă усса ларсан пурнăç кичем те усăсăр иртнĕ пек туйăнать. Ватăсемшĕн вăл пушшех те. Кăшт та пулин хускану туса, йывăрах мар ĕçсене пурнăçласа, чăх-чĕпсемпе аппаланса ăшне пусарать пирĕн асанне. Асатте те вăй çитнĕ таран кил картишĕнче тăрмашать.
Çак кунсенче манăн асанне 85 çул тултарчĕ. Çак ял хĕрех пулнă вăл, çемье çавăрнă, çакăнтах ĕмĕрне ирттерет. Сăмах май, унăн пурнăç çулĕ пĕрре те çăмăл пулман, хура-шурне пайтах курма тивнĕ.
Асанне 1924 çулта çут тĕнчене килнĕ. 6 пĕр тăван (3 ывăл та 3 хĕр) пулнă вĕсем. Паянхи куна 4-ăн çеç тăрса юлнă. Йывăр саманара ÿснĕ-çке вăл вăхăтри ачасем: çи-пуçĕ, укçи çитсе пыман. Аслисене кура ачасем ирех ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Урамра чупса савăнса çÿреме вăхăчĕ пулман вĕсен. Асаннен те телей тени пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарăннă. Вăл 17 çулта чухне вăрçă пуçланнă. Ашшĕпе 2 пиччĕшĕ тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă. Çемье пуçлăхĕ вăрçăран йывăр сурансемпе тăван тăрăха таврăннă, анчах 2 пиччĕшĕ ирсĕр нимĕçсене хирĕç паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă.
– Йывăр килчĕ çемьене вăрçă çулĕсенче. Атте çара кайсан мана ун вырăнне бригадир пулма суйларĕç. Выçăллă-тутăллă пурăнакан çынсене хире тухса ĕçлеме, колхоз ĕçне хутшăнма килтен-киле çитсе чÿречерен шаккаса калаттăм. Хам çамрăк пулнăран аслăрах çынсемпе хирĕç тăрса калаçма мĕн тери йывăрччĕ, вăтанаттăмччĕ. Уйри çĕр лаптăкĕсене кĕреçепе те касаттăмăрччĕ, лаша вырăнне хамăр кÿлĕнсе лав туртни те пайтах пулнă. Хĕрсем-хĕрарăмсем лаша кÿлсе Мотакка çырминчен чул турттараттăмăр. Йĕпе-сапара, сивĕ хĕл кунĕсенче Шулю ялĕ çывăхĕнче окоп чавнă самантсем асран тухмаççĕ. Ал-урана мĕн чухлĕ шăнтнă пулĕ. Çамрăк чух юн вĕри пулнă-та-ха, аптраман çав. Çĕмĕрле хулине вăрман ĕçлеме çÿреттĕмĕр тата. Мĕн кăна тÿссе ирттермен-ши эпир; Хамăр салтаксем вăрçăра выçă ан ларччăр тесе тырă-пулă вырса илсе патшалăха ăсататтăмăр. Хамăр вара пĕр çăкăр таткисĕр ларни те сахал мар пулнă, – хурланса каласа пачĕ асанне.
Вăрçă хыççăнхи çулсем те çăмăл пулман: ял хуçалăха çĕклемелле, производствăна ÿстермелле пулнă... Анна Алексеевна та аякра тăман, тăван хуçалăх ĕçĕнче вăй хунă.
1945 çулта ÿссе çитнĕ хĕр ялти каччăпа Петр Тихонович Задонскийпе çемье чăмăртанă. Мăшăрсем 5 ывăлпа 5 хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи куна 4 ачи çеç пурăнаççĕ.
Асатте пирки калас пулсан та ыррине çеç асăнмалла. Çемье пуçлăхĕ ĕмĕрех тăван хуçалăхра ĕçленĕ. Ял-йыш ăна уй-хир бригадирĕ пулма суйланă. Вăл ертсе пынă ял ĕçченĕсен кăтартăвĕ яланах савăнтарнă. Ĕçри хастарлăхшăн асаттене ял хуçалăх правленийĕ Хисеп грамотипе, медальпе темиçе хутчен те чысланă. Асанне те колхоз ĕçĕнчен юлман. Вĕсем ĕçпе пиçĕхнĕ, ырă ята çĕнсе илнĕ. Çавăнпа ашшĕ-амăшне кура ачисем те вăр-вар, ĕçчен те çивĕч ÿснĕ. Ывăлĕсем хуçалăхри чи лайăх шоферсем шутланнă.
Асатте 8 теçеткерен иртрĕ ĕнтĕ. Вăрçă ветеранне сурансем канăçсăрлантараççĕ, сывлăхĕ хавшак. Килти ĕçсене вăй çитнĕ таран асанне тăвать, ачисемпе мăнукĕсем те пулăшаççĕ.
Çемьери хисеплĕ аслă ăру çыннисемпе эпир мухтанатпăр. Вĕсен пурнăçĕ, ĕçĕсем мăнукĕсемшĕн, мăнукĕсен ачисемшĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулĕç.