18 февраля 2009 г.
Иртнĕ вырсарни кун, февралĕн 15-мĕшĕнче, 18 сехет те 20 минутра "Сура" автоçул çинче (54 км) Çĕн Ирчемес ялĕнче пурăнакан, Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекен вун ултă çулхи Юрий Ильич Фадеев ГАЗ-66 автомашинăпа кювета ÿпĕннĕ. Сăмах май, унăн транспортпа çÿреме ирĕк паракан документ çук. Ю.Фадеевпа пĕрле пулнă пассажир аманнă, ăна çийĕнчех райбольницăна леçнĕ.
Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн çул çитмен ачине транспортпа çÿреме чарманни тĕлĕнтерет. Урăх енчен илсен, ача ашшĕ И.А.Фадеев хăй та çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсакан çын. Ывăлĕ çинчен мĕн каламалла ĕнтĕ.
Палăртмалла, Юрий Фадеева кăçал алла документ илмесĕрех транспортпа çула тухнăшăн административлă майпа явап тыттарнă. Çапла вăл январĕн 30-мĕшĕнче ГАЗ-24 автомашинăпа Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнтерÿ лапамĕнче ашшĕпе пĕрле çÿренĕ. Çакă ашшĕ-амăшĕ, çавăн пекех йĕркене пăсакан асăннă ача вĕренекен шкулта та воспитанипе профилактика енĕпе çителĕксĕр ĕçленине аванах çирĕплетсе парать.
Явапсăр çакăн пек çынсемшĕн тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕсем ачисене çухатаççĕ, чылай çын вăхăтсăр пурнăçран уйрăлать. Çавăнпа та автотранспортпа çÿреме ирĕк çук пулсан çул çине тухмалла мар, кирлĕ документ пулсан вара çул-йĕр правилисене